Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 11:35

Галина Ильинична ГЕРАСИМОВА

Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ание, ырă кăмăллă кукамая, асаннене Галина Ильинична ГЕРАСИМОВАНА 70 çулхи илемлĕ юбилей ячĕпе!

Галина Ильинична ГЕРАСИМОВА
Галина Ильинична ГЕРАСИМОВА

Чун тĕрекĕ - анне! Пире кун-çул парнелесе тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Чаплă кун ячĕпе чун-чĕререн чи ырă туйăмсемпе ăшшăн саламлатпăр. Уйăх пек кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, юман пек çирĕп сывлăх сунатпăр. Утас çулу вăрăм пултăр, чĕрÿ çурхи кун пек юрлатăр, куçусем телейпе çиçчĕр. Хаклă çыннăмăр, сана яланах чаплă, тĕлĕнмелле кукамай-асанне, ăнланакан анне пулса юлма сĕнетпĕр. Сĕтелÿ тутлă апатран, кĕрекÿ хăвна ырă сунакансенчен ан татăлтăр, тăван кил ăшшине упрама Турă иксĕлми вăй-хал патăр.
Ăшă салампа - Ирина хĕрĕпе Гриша кĕрĕвĕ, Андрей ывăлĕпе Таня кинĕ, Марина хĕрĕпе Андрей кĕрĕвĕ, Анна хĕрĕпе
Порфирий кĕрĕвĕ, Маргарита, Анна, Дима, Даша,
Леня Таня мăшăрĕпе, Таня, Лена, Виолетта мăнукĕсем,
Дима, Ева кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: