Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 11:51

Хушăлка вĕренекенĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕсем

Июль уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче Раççейри вĕрентÿ организацийĕсен агроэкологи пĕрлешĕвĕсен Пĕтĕм Раççейри «Агростарт» XI слечĕ иртрĕ. Ăна РФ Вĕрентÿ министерствипе Хушма пĕлÿ паракан тата ачасен канăвне йĕркелекен федераллă центр йĕркелесе ирттерчĕ. Слет Раççей Патшалăх аграри университечĕ – К.А. Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕ, Ял çамрăкĕсен Раççейри пĕрлешĕвĕ, «MG Bot», Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пулăшнипе иртрĕ.

Хушăлка вĕренекенĕсен  черетлĕ çитĕнĕвĕсем
Хушăлка вĕренекенĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕсем

Пĕтĕм Раççейри слет нумай çул хушши вĕрентÿ организацийĕсем çумĕнчи уй-хирсенче, вĕрентÿ тата опыт пухакан çĕр лаптăкĕсем çинчи ял хуçалăх ĕçĕпе кăсăкланакан пултаруллă ачасене пуçтарать. Унăн тĕп тĕллевĕ - яваплă та ĕçчен, чи йывăр ыйтусене татса пама пултаракан çамрăксене шыраса тупса вĕсене малалла аталанма пулăшасси.
Кăçалхи мероприятие 22 регионти 142 вĕрентекен хутшăнчĕ. Пушкăртстан Республикин чысне Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкул команди - Вадим Яковлев, Евгения Никитина, Алена Степанова, Виталий Тимофеев, Екатерина Гурьянова, Антон Григорьев, Алексей Ковальцов - хÿтĕлерĕ.
Слет программи питĕ пуян пулчĕ. Кашни кунах пĕлÿ паракан мастер-классем, воркшопсем, агрохакатонсем тата Раççейри аграри вузĕсемпе паллашасси, «Эпĕ профессионал» уйрăм тата «АгроСтартап» команда конкурсĕсем йĕркелерĕç. Чи малтан пур участник та цифрăллă платформăра тестировани майлă теори тапхăрĕ урлă иртрĕç. Ун хыççăн Mirapolis платформăра «Агрономи», «Выльăх ĕрчетесси тата ветеринари», «Сад ĕçĕ», «Чечек ĕçĕ тата ландшафт дизайнĕ», «Ял хуçалăх биотехнологийĕ», «Цифрăллă çĕр ĕçĕ», «Ял хуçалăх производстви тата агропромышленность комплексĕнчи инженер технологийĕсем» номинацисенче калаçу (собеседовани) иртрĕ.
Ачасем пурте ăмăртăва тĕплĕ хатĕрленчĕç. Практика тапхăрĕ валли туса ирттернĕ ĕçĕн презентацине турĕç. Суйласа илме тăватă практика ĕçĕ панăччĕ. Ун хыççăн презентацисене хÿтĕлесси тата специалистсемпе калаçу иртрĕ. Чи йывăрри бизнес-проект хатĕрлесси пулчĕ. Мĕншĕн тесен унта командăн пур членĕсем те хутшăнмаллаччĕ. Çавăнпа та эпир ку конкурсра вырăн йышăнаймарăмăр. Проекчĕ вара начар марччĕ. Анчах та çĕнĕлĕхсем кирлĕччĕ. «АгроСтартап» стартап-проекчĕсен команда конкурсĕнче Кострома облаçĕнчи, Красноярск крайĕнчи тата Мускав облаçĕнчи командăсем парнеллĕ вырăнсем йышăнчĕç. Командăсенчен нумайăшĕ экологи центрĕсемпе аграри университечĕсенче хатĕрленнĕ. Эпир пур ĕçе те хамăр вăйпа пурнăçларăмăр. Бархатцы текен чечекĕн шăтаслăхне тĕрĕслессипе çыхăннă практика хăнăхăвĕ çеç вăрлăх инспекцийĕнче иртрĕ. Çавăншăн вĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Паллах, кашни ача тĕплĕн хатĕрленсе хăйĕн пĕлĕвĕсене çÿллĕ шайра кăтартрĕ. Чи лайăх агроэкологи отрячĕ ята Орел облаçĕнчи команда тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Пушкăртстан Республики, виççĕмĕшне Алтай край команди çĕнсе илчĕ.
Унсăр пуçне «Эпĕ профессионал» уйрăм конкурсра «Агрономи» номинацире (ертÿçи - Н.Е. Васильева) Вадим Яковлев призер, Алена Степанова «Чечек ĕçĕ тата ландшафт дизайнĕ» (Е.В. Павлова), Виталий Тимофеев «Цифрăллă çĕр ĕçĕ» номинацисенче (А.А. Степанов) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Хаклă ачасем, сире пысăк çитĕнÿсем тунă ятпа саламлатпăр. Ĕçчен те тăрăшуллă пулнăшăн саламлатпăр. Малашлăхра эсир, çамрăк аграрисем, йăла-йĕркесене упраса хăварасса çеç мар, унăн чиккисене анлăлатасса, асăннă сферăна çĕнĕлĕхсем кĕртессе шанатпăр.
Пушкăртстан Республикин командин ертÿçи,
Хушăлка шкул директорĕ
Надежда ВАСИЛЬЕВА.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: