Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 11:25

Ÿсен-тăрансен шăршă витĕмĕ

Салтак тÿми (ромашка). Каçхине ниепле те çывăрса каяймастăр-и? Салтак тÿмин шăрши тарăн ыйха путма пулăшать.

Ÿсен-тăрансен  шăршă витĕмĕ
Ÿсен-тăрансен шăршă витĕмĕ

Хăмла. Вăл лăпланма пулăшнине нумайăшĕ пĕлет. Çавăнпах минтере хăмла тултараççĕ.
Хризантема. Гормон шайĕ йĕркерен тухса ача çуратайман хĕрарăмсене халăх медицининче хризантемăпа сипленме сĕнеççĕ.
Хура хурлăхан. Унăн çулçи кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшать. Чун вырăнта мар-и? Хурлăхан çулçине шăрăшлăр.
Хаяр ути (трифоль). Вăл 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсемшĕн усăллă.
Эвкалипт. Унăн шăрши сывлав çулĕсемшĕн паха. Тимьян, лиственница шăрши те ку енĕпе лайăх.
Пан улми. Унталла-кунталла чупнипе, хыпаланнипе ывăнсах çитрĕр-и? Пан улми çийĕр. Ăна çывăрмалли пÿлĕмре сĕтел çине те хурăр.
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: