Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 11:43

Вăл питĕ лайăх çынччĕ

Июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче пултаруллă çыравçă, «Урал сасси» хаçата йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри тата унăн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ сумлă шурсухалăмăр Александр Савельев-САС пурнăçран уйрăлса кайнăранпа хĕрĕх кун çитрĕ. Вăл питĕ ырă та уçă кăмăллă çынччĕ. Пирĕншĕн, хаçат ĕçченĕсемшĕн, чăн-чăн вĕрентÿçĕччĕ. Александр Сергеевич пурнăçран уйрăлса кайни чăваш наци культуришĕн те, пирĕншĕн те пысăк та йывăр çухату пулчĕ. Çакна редакцие килнĕ çырусем те çирĕплетеççĕ.

Вăл питĕ лайăх çынччĕ
Вăл питĕ лайăх çынччĕ

Александр Савельев-САСпа паллашиччен, эпĕ ун Авăркас районĕнчи чăвашла тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра пичетленекен сăввисемпе калавĕсене вуласа пурăнаттăм. 1988-1989 çулсенче Пушкăртстанра чăваш çыравçисен «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленчĕ, «Урал сасси» хаçат тухма пуçларĕ.
«Шуратăлăн» пĕрремĕш пухăвĕ Çтерлĕ хулинче иртрĕ. Çав пухăва эпĕ ĕçрен ыйтса кайрăм. Манăн вара чăваш писателĕсене курас килетчĕ, анчах Александр Савельев пухура пулмарĕ. Иккĕмĕшне Толбазăра йĕркеленĕччĕ. Вăл ларăва Чăваш Енрен те чылайăн килнĕччĕ.
Ирхине ирех тăтăм та çăвăнса-çисе çула тухрăм. Ĕпхĕве каякан автобуса ларса Толбаза çитрĕм. Пионерская урамĕнчи 10-мĕш çурта шыраса тупрăм. Шăпах çакăнта иртмеллеччĕ «Шуратăлăн» иккĕмĕш пухăвĕ. «Çĕршыв çулĕ» редакци çурчĕ алăкне шаккаса шала кĕретĕп. Пÿлĕмре пĕр сасă та çук пекчĕ, анчах: «Кам унта?» - тени илтĕнсе кайрĕ. Ман умра ларакан сĕтел-пукансене хускатса, сĕтел айĕнчен йăраланса пĕр çын тухать. Тухрĕ - паллашрăмăр.
- Эпĕ - САС,- тет вăл.
- Эпĕ - Георгий Тихонов, Салават хулинчен, - хуравлатăп.
- Илтнĕ, илтнĕ сан çинчен, - тет вăл. - Вулакансем те пур. Нумайран çыратăн-и? Çырнисене пуçтарса пыратăн-и?
Çапла калаçса тăнă вăхăтра редакци пÿлĕмне çынсем киле пуçларĕç. Александр Сергеевич манран уйрăлса вĕсене хапăл туса кĕтсе илме пикенчĕ. Пухăва килнисем ĕçе тытăнчĕç. Чăваш Енрен килнисем пире, Пушкăртстан чăвашĕсене, «Урал сасси» чăваш хаçачĕпе «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕ ĕçлеме пуçланă ятпа ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Çапла эпĕ САСа кăна мар, ытти чăваш çыравçисене те куртăм.
Çулсем иртсе пычĕç. Вăхăт-вăхăт литпĕрлешÿ членĕсем пухăнса тĕрлĕ районсене, ялсене çÿре пуçларĕç. Çамрăк «Шуратăлçăсен» членĕсене пур çĕрте те «çамрăк» писательсем тесе хапăл туса кĕтсе илетчĕç. Çулĕпе аслă пулсан та Александр Савельев пур ĕçне пăрахса тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатчĕ. Эпĕ унран ман çав-ку ыратать тенине пĕрре те илтмен.
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ пиртен уйрăлса кайнине эпĕ те, çемье те «Урал сасси» хаçатра вуласан çеç пĕлтĕмĕр. Çемьешĕн те, чăвашсемшĕн те ку питĕ пысăк çухату пулчĕ.
Александр Сергеевич, эсĕ питĕ лайăх пурнăç пурăнса ирттертĕн. Пире те, юлакансене, çапла пурăнма хушса хăвартăн. Пиртен уйрăлса кайрăн пулсан та яланах ырă ĕçÿсемпе ăшă сăмахусемпе пирĕн чĕрере юлатăн. Эпир сана манмастпăр, эс пирĕнпе пĕрле. Эпĕ санпа урăх поэт сăмахĕпе уйрăлатăп.
Çывăр тăван, иртрĕ ĕмĕрÿ,
Вăхăтрах сан тухрĕ чуну.
Анчах, çăмăл пултăрччĕ тăпру,
Канлĕ пултăр нÿрĕ вырăну.
Георгий ТИХОНОВ.
Салават хули.

Хĕрĕх кунĕ тĕлне пуçăма тайса

Александр Савельев-САС -
Чыслă-сумлă, паллах, хушамат.
Сăвви-хайлавĕ ун, чăнне калас,
Нумайлăха асра тăрса юлать.

Ăста çыравçă тата вĕрентекен,
Хаçатçă, шÿт ăсти те куçаруçă.
«Шуратăл» пĕрлĕхĕ йĕркелекен
Хĕрÿ чĕреллĕ харсăр пуçаруçă.

Ăс-пурлăхĕн çÿпçи тупрасăр мар,
Кĕнекисем кăна тулли ик теçетке.
Йышлă юррийĕ те янравсăр мар -
Тÿрех чуна кĕрсе ак вырнаçать-çке.

Чăвашлăх тĕнчине тĕревлекен
Тĕревсенчен пĕри пулсаччĕ САС.
Çакна, яланхилле, халь тин иккен,
Картса вырнаçтарас пулать ăса.

Канлĕ çывăр, хисеплĕ шурсухал.
Халăхра ырă яту упранĕ чыслăн.
Шупашкартан ярса панă пуç кăшăл
Вырăнне пулайтăр-и ман сунăм.
Валерий ПИТРАВ.
Шупашкар хули.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: