Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
28 Июлӗн 2021, 11:20

Тĕп ĕçшĕн - тивĕçлĕ награда

Çак кунсенче пилĕк ача амăшĕ «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ. Асăннă медале ача амăшĕн социаллă пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерекен, çемье хаклăхне çирĕплетекен нумай ачаллă аннесене параççĕ.

Тĕп ĕçшĕн - тивĕçлĕ награда
Тĕп ĕçшĕн - тивĕçлĕ награда

Ермеккей ялĕнче пурăнакан Светлана Юрьевна Титенкован çемйинче 5 ача çитĕнет. Вăл вĕсене пĕччен ÿстерет. Ачасем çемьере хăйсене юратнине туйса çитĕнеççĕ. Аслă хĕр ачасем вĕренÿре çитĕнÿсем тăваççĕ, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Аслă хĕрĕ Марина коммуналлă строительство техникумĕн 2-мĕш курсне «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕçленĕ. Вăл пысăклатнă стипенди илет. Виктория улттăмĕш класа куçнă, пиллĕкмĕш класран икĕ «4» паллăпа çеç вĕренсе тухнă. Хĕр ача математикăпа иртекен шкул тата район шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçи шутланать. Димăпа Данил йĕкĕрешсем виçĕ çул тултарнă. Денис вĕсенчен çулталăка кĕçĕнрех. Арçын ачасем килте воспитани илеççĕ.
Светлана Юрьевнăна «Ача амăшĕн мухтавĕ» медальпе ял Канаш пуçлăхĕ Нурислам Тимиров наградăланă. Вăл Титенковсен çемйине пурте лайăх сăмахпа çеç асăнни çинчен каланă. Пилĕк ачана çитĕнтересси вăл - пысăк та яваплă ĕç. Çавăнпа та Нурислам Нуриманович пысăк çемье амăшне çирĕп сывлăх суннă.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Ермеккей ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: