Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
12 Кӑрлач 2022, 10:59

Тăваттăмĕш никĕс – «урампа» çыхăннă

Эпир – паянхи аслă ÿсĕмри чăвашсем, ача пахчине е шкула çÿреме пуçличченех чăвашла лайăх калаçма пĕлеттĕмĕр. Паян вара ача пахчине е шкула пĕрремĕш класа вĕренме килнĕ ача-пăча шакăлтатса вырăсла калаçма пĕлнĕ вăхăтрах чăвашла пĕр сăмах та калама пултарайманнине хулара та, ялта та куратпăр.

Тăваттăмĕш никĕс – «урампа» çыхăннă
Тăваттăмĕш никĕс – «урампа» çыхăннă

Çакăн пек ачапа эсĕ чăвашла калаçма пуçласан, вăл хулĕсемпе турткаланса илет, сан çине тĕлĕнсе, çумра тăракан амăшĕ çине ыйтуллăн пăхкалать, ним калама аптăрать. Мĕнрен килет-ха çакă?
Каламасăрах паллă. Мĕншĕн тесен, пирĕн çĕршыври епле халăхăн ачи-пăчи те хулара та, ялта та çуралнă-çуралманах вырăс чĕлхин тытăмне е, урăхла каласан, вырăс чĕлхин «океанне» кĕрсе ÿкет. Телевизор та, радио та, интернет та, ачисене юратакан ашшĕ-амăшĕсем илсе панă сенсорлă телефонсемпе планшетсенчи, телевизорти мультфильмсемпе ача видеороликĕсем те, юрлакан-калаçакан «ăслă» ача теттисемпе кĕнекисем те, тата ытти те – пурте вырăсла çеç калаçаççĕ, юрлаççĕ. Çакна пула ачан пуç мими, хăлхи, психики вырăс чĕлхине çеç хăнăхать. Ăна пĕчĕкренех губка пек сăвăрса илет. Юлашки çулсенче тата, пирĕн хăлхасене акăлчан чĕлхине те хăнăхтарас шутпа пулас, телевизорпа, радиопа тăтăшах акăлчанла юрăсем çавăрттараççĕ. Урăхла каласан, вырăс мар ача пĕрремĕш çуралнă кунĕнченех мĕн пур çĕре кĕрсе сарăлнă информаци сферинче, тăван чĕлхине илтмесĕр, вырăс чĕлхипе акăлчан чĕлхине çеç илтсе ÿсет, аталанать. Хăй тĕллĕнех ашшĕ-амăшĕпе вырăсла! çеç калаçма пуçлать. Çавна пула, пĕррери чăваш ачин çăварĕнчен пирвайхи сăмахĕ «анне» вырăнне «мама», «атте» вырăнне «папа» килсе тухать. Çакăн хыççăн, пепки вырăсла калаçма пуçланăшăн чунтан савăннă ашшĕ-амăшĕн ачипе чăвашла калаçасси, нумай чухне, пуçне те пырса кĕмест. Унпа вăл, хулара-и, ялта-и, вырăсла çеç калаçа пуçлать. «Ах, ман ăслăккайăм, чăвашла мар, вырăсла калаçма пуçларĕ!» – тесе савăнать вăл. Унăн ачи вара, ача пахчине кайнă вăхăта, паллах, пĕр сăмах та чăвашла пĕлмест ĕнтĕ. Çапла ку чухнехи пурнăç!
Эпир ача чухне пурнăç пачах урăхлаччĕ. Атте-аннесем пирĕнпе чăвашла калаçатчĕç. Çавна пула эпир те шкула кайичченех чăвашла лайăх пĕлеттĕмĕр. Кайран шкулта вырăсла пуплеме вĕрентĕмĕр. Чăваш чĕлхине те çиччĕмĕш класчен вĕрентрĕç пире, анчах кайран программăран кăларчĕç. Пирĕн хыççăнхи ачасене пĕр вăхăт ăна пачах та вĕрентмерĕç. Çавна пула пиртен кĕçĕнрех ачасенчен пĕрисем чăвашла çырма-вулама вуçех те вĕренеймерĕç, теприсем хăйсем тĕллĕн ăса хыврĕç. Анчах вĕсем, шкулта вĕсене чăвашла вĕрентмесен те, пурпĕрех паян чăвашла аван калаçма пĕлеççĕ. Мĕншĕн? Каламасăрах паллă: ашшĕ-амăшĕсем, аппăшĕсем-пиччĕшĕсем, тăванĕсем, тусĕсем, ытти чăвашсем пурте, вĕсемпе çуралнăранпах чăвашла калаçнăран! Сăлтавĕ çакă çеç, урăх вăрттăнлăх кунта çук! Апла пулсан, паян та ачана чи малтан кам чăвашла калаçма вĕрентмелле? Паллах, ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем, ытти чăвашсем мар-и?
Ачисемпе чăвашла калаçман çамрăк ашшĕ-амăшĕсенчен эпĕ: «Ачупа мĕншĕн чăвашла калаçмастăн?», – тесе пĕрре мар ыйтса курнă. Кусенчен пĕрисем, чунĕсенчи темле тормоза пула, вĕсемпе вырăсла пуплекен ачисемпе чăвашла калаçма чĕлхисем çаврăнманни çинчен пĕлтереççĕ. Теприсем ачисене юратса шеллени çинчен, вĕсене вăйпа хистесе чăвашла калаçтарас килменни çинчен ăнлантараççĕ. «Вырăсла калаçма пĕлет-çке, чăвашла калаçма ăна ача пахчинче е шкулта вĕрентĕç-ха», – теççĕ вĕсем. Е тата: «Урамра хăех вĕренĕ-ха», – тесе, калаçăва айккинелле пăрма васкаççĕ. Виççĕмĕшсем – пуçтахраххисем: «Чăваш чĕлхине пĕлни вырăс чĕлхине пĕлме чăрмантарать, çавăнпа ачапа чăвашла калаçмастăп. Калаçас текенсем мансăрах калаçчăр!» – тесе патлаттараççĕ. Тăваттăмĕшсем: «Çамрăк чухне, хулана вĕренме кайсан, малтанхи вăхăтра вырăсла лайăх калаçма пĕлменнипе тарăхрăм. Çавăнпа эпĕ ачана чи малтан вырăсла калаçма çемьеренех вĕрентесшĕн», – тесе, тÿрре тухма тăрăшаççĕ. Тата тĕрлĕрен ăнлантаракансем те пур. Çакна кура пĕтĕмлетÿ çапла килсе тухать: çуралнă хыççăнах телевизор-интернет урлă вырăсла çеç калаçма вĕреннĕ ачисемпе ашшĕ-амăшĕсем чăвашла калаçма е ÿркенеççĕ, е шикленеççĕ. Анчах та вĕсенчен ытларахăшĕ ачисене урамри урăх çынсемпе шкул учителĕсем чăвашла калаçма вĕрентнине хирĕç мар. Апла пулсан, çак ачасене пирĕн «урамри» ахаль чăвашсен, тăван чĕлхене «юратма» вĕрентмелле килсе тухмасть-и-ха? Шухăшласа пăхар.
Хальхи вăхăтра: «Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентесси çинчен тĕрлĕ çĕрте калаçса-кăшкăрашса çÿрекен çынсем хăйсем те ачисемпе чăвашла калаçмаççĕ», – тенине илтме пулать. Вăрахах мар чăваш халăх сайтĕнче ЧНК пайташĕсем те ачисемпе чăвашла калаçмаççĕ текен статья тухрĕ. Вĕсене тÿрре кăлармастăп эпĕ, анчах вĕсен те, чунри темле ăнланмалла мар чарăва пула, вĕсемпе вырăсла калаçакан юратнă пепкисемпе чăвашла калаçма чĕлхисем çаврăнмаççĕ пуль, текен шухăш пуçа кĕрет. Çынсем-çке ЧНК пайташĕсем те! Апла пулсан, вĕсен ачисемпе те, ытти чăваш ачисемпе те кам чăвашла калаçмалла-ха? Камран çамрăк ачасем чăвашла калаçма вĕренмелле? Чăвашла калаçма пĕлмешкĕн чăвашла сăн-питлĕ ачасем-çке-ха вĕсем! Вырăсла сăн-питлĕ мар.Чăваш ачине чăвашла калаçма шăпа хушнă-çке! Апла пулсан, кама пăхса вĕсем ăçта та: ĕçре те, урамра та, килте те, вăрманта та, пулăра та, Мускавра та, Шупашкарта та, Америкăра та... пĕр-пĕринпе чăвашла калаçма хăнăхмалла? Е Андриян Николаев пек космосра чăвашла юрламалла? Пĕри калĕ: «Шкулта, ача пахчинче чăвашла вĕрентмелле! ЧНКсем вĕрентчĕр!» – тейĕ. Тĕрĕс! Çакна хирĕç çур сăмах та калаймастăн. Тепри: «Телевизорпа, радиопа кашни кун иртен пуçласа каçчен чăвашла передачăсене эфира кăлармалла. Юлашки çулсенче хупăннă чăвашла хаçат-журналсене çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла» – тейĕ. Тĕрĕс, чăн сăмахăн суйи çук!
Анчах... Анчах чи малтан, ман шутпа, эпир хамăр – «урамри» кашни ахаль чăваш, ял-хула урамĕнче е урăх çĕрте тĕл пулакан чăваш ачипе е çамрăкĕпе тăван чĕлхепе çеç калаçма хăнăхмалла тесшĕн эпĕ. Паллатăн-и эсĕ вăл чăваш ачине е çамрăкне, палламастăн-и, пурпĕрех унпа чăвашла калаç! Пирĕн,«урам» чăвашĕсен, хамăр ачасене чăвашла калаçма вĕрентес ĕçе ачасен ашшĕ-амăшĕсем пек, шкул çине çеç йăвантармалла мар Хамăр çине те илмелле çак тивĕçе. Пирĕн, «урамри» кашни ахаль чăвашăн, ниме пăхмасăр ĕçре те, шкулта та, магазинра та, троллейбусра та, пасарта та... чăвашла калаçмалла вĕсемпе. Чăвашла калаçма пĕлменнисемпе те чăвашлах пуплемелле, вĕсене тăван чĕлхене хисеплеменшĕн ятласа намăслантарма хăрамалла мар. Тутар-пушкăртсем пек. Тутарпа унран çамрăкрах ача е каччă тутарла ан калаçтăр-ха, тÿрех лешĕ ăна ятласа-намăслантарса пăрахĕ! Эрмен çынни те çапла. Пирĕн чăваш чĕлхи никама та мар, чи малтан хамăра çеç кирли çинчен туссемпе эрех ĕçсе ларнă чухне те, подъездра пирус туртса тăнă чухне те, ытти çĕрсенче те калаçу пуçарма ÿркенмелле мар. Ун пек чухне калаçу пуçарма сăлтавĕ пулатех вăл. Пуçарасшăн çеç пул, ан хăра!
Ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси виçĕ никĕс çинче тытăнса тăрать тетпĕр. Пĕри – влаç структурисем ăна аталанма тĕрлĕ майпа пулăшни, çак чĕлхепе тĕрлĕ влаç органĕсенче, документаци ĕçĕнче, производствăра усă курни тата ытти те. Иккĕмĕш никĕсĕ – тăван чĕлхене ача сачĕсенче, шкулта вĕрентни, унпа шкулта анлăн усă курни. Виççĕмĕшĕ – ашшĕ-амăшĕсем пепкисемпе мĕн пĕчĕкренех чăвашла калаçни. Мĕншĕн тесен, ача вăл вырăсла калаçма вĕсемсĕрех вĕренет, терĕмĕр. Чăвашла вара, чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет. Манăн, хушса, тăваттăмĕш никĕс çинчен те калас килет. Ку вăл эпир – тăван чăваш чĕлхишĕн пăшăрханакан «урамри» ахаль чăвашсем. Эпир – ахаль чăвашсем, пире никам хушмасăрах, чун хистенипе çеç чăваш ачисене «урамра» тĕрлĕ майпа чăвашла калаçма вĕрентесси пирки çыртăм та ĕнтĕ çак статьяра. Уншăн пире никам та тавтапуç сăмахĕ каламĕ, анчах пирĕн пек «пĕчĕк» çынсене пула халиччен вырăсла çеç калаçнă чăваш ачисем чăвашла та калаçма пуçлани хамăрăн чунсене ăшăтĕ, савăнтарĕ.
Аркадий РУСАКОВ, çыравçă.
Федоровка районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: