Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
13 Декабрӗн 2022, 14:00

Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн

Декабрь уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн (ЧНК) Мӑн Канашăн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Ăна ЧНКна йĕркеленĕренпе 30 çул çитнине халалларĕç.

Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн

Конгресс президенчĕ Валерий Клементьев ЧНК 2022 ҫулта пурнӑçланӑ ӗҫӗсем тата конгресӑн малашнехи тӗллевӗсем ҫинче чарăнса тăнă май тĕп докладпа тухса калаçрĕ. Ҫум доклада ЧНК ҫумӗнчи Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫипе Геронтий Никифоровпа ЧНК ҫумӗнчи «Хастар» ушкӑнăн пайташӗ Алексей Енейкин турĕç.
ЧР культура министрĕ Светлана Каликова трибуна умӗнче сӑмах каларĕ, хисепе тивӗҫлӗ ӗҫтешсене патшалăх тата ведомство наградисем парса чысларĕ.
Мӑн Канаш пайташӗсем конгресӑн 2023 ҫулхи ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетрĕç.
Тухса калаҫакансем хушшинче Марий Элти «Звениговское» хуçалăх ертÿçи Иван Казанков, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч тата Чӑваш Енĕн, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗнчен килнӗ Мӑн Канаш пайташӗсемпе хӑнасем пулчĕç.
Лару ĕçне Пушкăртстанран Мăн Канаша суйланă икĕ пайташ – Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов – тата хăнасем пулса ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева, Çтерлĕ хулипе Авăркас районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕсен председателĕсем Оксана Федоровапа Василий Федоров, Георгий Захаров ĕç ветеранĕ тата ыттисем хутшăннине палăртмалла. Çак ларурах ЧНК Президиумĕн çĕнĕ йышне çирĕплетрĕç. Унта Пушкăртстанран Владимир Яковлева кĕртрĕç. Тепĕр савăнăçлă хыпара та пĕлтермелле – ЧНКан Челябинск облаçĕнчи элчи пулма Геннадий Иванова çирĕплетрĕç. Вăл Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, чăвашлăх ĕçĕнче чылай пархатарлă ĕç тунине, тăван кĕтеспе çыхăнăва татманнине палăртмалла.
Çав кунах Чӑваш наци конгресӗ 30 ҫул тултарнӑ ятпа савăнăçлă пуху иртрӗ. Уяв мӑчавар пилленипе «Алран кайми аки-сухи» юрӑ шӑрантарнипе уçăлчĕ.
Унăн программи пуян пулчĕ. Унта ал ӗҫ ӑстисен ӗҫӗсен куравӗ, «30 ҫул халӑхпа, 30 ҫул халӑхшӑн» ятлӑ сӑн ӳкерчӗк тума ятарласа хатӗрленӗ вырӑн ĕçлерĕ, фольклор ушкӑнӗсемпе чӑваш эстрада артисчӗсем сцена ҫинчен юрӑпа ташӑ композицисене янӑратрĕç.
Чӑваш Енӗн районӗсенчен тата Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ЧНК пайташӗсем тата хӑнасем салам сӑмахӗсем каларĕç, парнесем парса чысларĕç. Пушкăртстан делегацийĕ (пурĕ республикăран 16 çын пулнă) ятĕнчен çак сумлă ĕçе Ирина Сухарева, Василий Федоров, Оксана Федорова пурнăçларĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Шупашкар хули.

Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: