Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
18 Июлӗн 2023, 11:30

Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ

Чăвашсем Христос тĕнне йышăннăранпа виçĕ ĕмĕре яхăн иртнĕ пулсан та Киремете выльăх-чĕрлĕх пусса тав тăвасси чылай вырăнсенче манăçа тухман. Тен, çакă тĕрĕс те пулĕ. Мĕншĕн тесен иртнине те пуçран кăларса пăрахма юрамасть, ăна асра тытмалла. Тепĕр тесен Тенгрианство тĕнĕ те этемлĕхе усала вĕрентмест, Турă кĕнекисенчи ырă йĕркесенех пăхăнма ыйтать.

Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ

Июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Питрав кунĕнче, Ĕпхÿ районĕнчи Юматово санаторинче вырнаçнă Леонид Михайлов чăваш хастарĕн Тенгрианство кил-çуртĕнче (вăл Тим юханшывĕн хĕрринче вырнаçнă) Учÿк тăвасси иртрĕ. Унта Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчен, Авăркаспа Пелепей районĕсенчен килсе çитнĕ чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç.
Палăртнă вăхăтра мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине пăхăнса йĕркеленĕ уявра малтан Мăчавар пухăннă халăх умĕнче тÿпене пăхса кĕлĕ вуларĕ. Вăл çÿлти Турăран тулăх пурнăç, ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх, килĕшÿпе тату пурнăç ыйтрĕ. Çак сумлă та сăвапла ĕçе Авăркас районĕнчи Ташлăкÿлтен килнĕ 90 çул урлă каçнă шур сухал Николай Васильев чăваш наци академикĕ пурнăçларĕ. Ун хыççăн хуçасемпе мероприятие йĕркелекенсем сурăх пусрĕç, кăвайт çинче какай шÿрпи лартса ячĕç.
Тарăн хуранти асăну апачĕ пиçсе хатĕрленнĕ вăхăтра чăваш хастарĕсем хăйсене хумхантаракан чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, икĕ гектар çинче вырнаçнă хуçалăхри кăсăк вырăнсемпе паллашрĕç. Кунта чăваш тĕрриллĕ юпа та пур, çывăхрах – ятарласа экскаваторпа чавтарса тунă самай тарăн кÿлĕ. Унăн кăнтăр енчи çыранĕ хĕрринчех хĕрÿ ăшшине кăларса мунча ларать – лапка çинче мăшăр милĕкпе хĕртĕнсе çапăннă хыççăн тух та чăм çăл шывне. Эх, рехетлен кăна. Кÿлĕпе юнашарах Учÿк йăлине пурнăçламалли Киремет йывăççи те çитĕнет. Шел пулин те, ватă хурама типсе хăрма пуçланă, анчах та çамрăкки унран уйрăлмасăр çирĕп тымар ярса тÿпенелле кармашать. Çак ÿкерчĕк мана пурнăçра ламран лама куçакан пулăма аса илтерчĕ. Çут çанталăкăн эстафети тейĕн.
Асăннă вырăнта Учÿк ирттерессине пĕрремĕш хут мар йĕркелеççĕ. Мана хама та пĕр виçĕ хутчен йыхравланă, анчах та мехел çитменнипе йăла-йĕрке уявне хутшăнаймарăм. Кăçал вара вăхăт çитерме май килчĕ. Тенгрианство кил-çурчĕн хуçинчен Леонид Михайловран Учÿк ирттересси мĕнрен пуçланнипе кăсăклантăм.
– Эпĕ Авăркас районĕнче çуралнă пулсан та Юматовăра тымар янă. 2004 çулта çак вырăнсене куç хывнă май, фермер пулса çĕре арендăна илтĕм. Пулă ĕрчетес тĕллевпе. Мĕншĕн тесен кунта юханшывĕ те юнашарах, çăлкуç та тапса тăрать. 2008 çулта вара икĕ гектар çĕр лаптăкне хам ятпа хут çыртарса ятарлă документ тутартăм. Тĕрĕсрех каласан манăн пурлăх пулса тăчĕ. Шăпах çав вăхăталла Бакалă районĕнчи Юлтимĕр ялне Учÿк уявне кайнăччĕ. Кунти чăвашсем ăна кашни çулах йĕркелеççĕ. Шăпах çавăн чухне хамăн çĕр çинче чÿклеме ирттерессине пуçа кĕртрĕм те. Малтан тĕрĕллĕ юпа лартрăм, унтан халăхпа пĕрле пухăнса, сурăх пусса авалхи чăвашсен çÿлти Туррине Киремете тав тăвассине йăлана кĕртрĕмĕр, – каласа парать Леонид Павлович хăй тунă ĕçсемпе кăмăллă пулнине пĕр пытармасăр.
Çакна та асăнса хăвармалла, канăçсăр чĕреллĕ те çивĕч ăс-тăнлă Леонид Михайлов Тенгрианство юхăмĕпе тарăн интересленет, ăна тĕпчет. Çак ĕçсене тума ăна чăвашсен аваллăх тымарĕсем хистеççĕ иккен. Вĕсемех 70 урлă каçнă чăваш арне вăй-хăват парса тăраççĕ, пуçра çĕнĕ ĕç планĕсем çуратаççĕ.
Акă, Киремете асра тытса пĕçернĕ какай шÿрпи те хатĕр. Пурте сĕтел хушшине ларса уçă сывлăшра хатĕрленĕ тутлă шÿрпепе сурăх какайне ас тивсе пăхрĕç. Кунтах юрри-кĕвви те шăрана пуçларĕ. Ун хыççăн пухăннă халăх аслисем ертсе пынипе Киремет йывăççи патне çул тытрĕç. Ун умне çăмарта, çăкăр, тăпăрчă, аш-какай хурса пуç тайрĕç, пурнăçра ыррипе лайăххине ыйтрĕç.
Йăла-йĕрке уявне вĕçлесе киле таврăннă май пуçра тĕрлĕ шухăшсем çуралчĕç. Учÿк ирттерессине пирĕн мăн асатте-асаннесем ĕлĕк-авал ытахальтен шухăшласа кăларман-çке. Çĕр çинчипе çÿлти тĕнче хушшинчи çыхăнăва вĕсем мĕнле туйнă е сиснĕ? Хальхи вăхăтра Учÿк туни вырăнлă-ши? Паянхи кун вара çак уява вăл е ку ялта йĕркелессине вырăнти халăх хăй татса памалла пек. Çапах та «иртнисĕр малашлăх çук» тенине те манар мар. Паян çакна манăçа кăларсан, ыран – теприне. Вăхăт иртнĕçемĕн эпир хăш халăх çынни пулса тăрăпăр? Йăла-йĕрке çеç пире чăваш халăхĕ пек упранса юлма пулăшĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ районĕ, Юматово санаторийĕ.

Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Йăла-йĕрке упранса юлма пулăшĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: