Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
4 Августӑн 2023, 10:18

«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ

Август уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи  Эрехĕрри ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕ Донецк тата Луганск Халăх республикисенчен «Кульчум» кану базине канма килнĕ ачасене ăшшăн йышăннă. Тĕлпулăва хăнасене чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ культурипе, чĕлхипе тата йăли-йĕркисемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ

Мероприятие ертсе пыракан Ирина Корнилова Пушкăртстан Республикин территорийĕнче 117 пин чăваш пурăннине, çакă пирĕн çĕршывра тымар янисен 7% танлашнине палăртнă, Эрехĕрри ялĕн историйĕпе паллаштарнă.

Кашни халăхăн хăйĕн культури, йăли-йĕркисем, наци тумĕсем пур. Вĕсенче вара халăх мĕнпе пурăнни, унăн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕсĕсем сăнланаççĕ. Чăвашсем пирамидăсемпе чиркÿсем, керменсем хăпартман, капмар скульптурăсемпе фрескăсем туман. Анчах ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан хăйне евĕрлĕ этнокультура ăс-хакăлĕ упранса юлнă. Культурăпа çыхăннă ĕлĕкхи йăла-йĕркесен вăйĕ чĕлхере, юрă-кĕвĕсенче тата фольклорта палăрать. Тематика сехетне ертсе пыракан Ирина Борисовна пухăннисене чăваш халăхĕн тумĕсен тĕсĕсене кăтартнă, кĕпесем çинчи эрешсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă, вĕсен пĕлтерĕшĕсене уçса панă. Ачасем хăйсене модель евĕр туйма, кашнийĕ хăйне килĕшекен арçын е хĕрарăм кĕпине тăхăнма пултарнă.

Малалла программăна «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ тăснă. Унăн пайташĕсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене кăтартнă, тăван чĕлхепе юрăсем шăрантарнă, ал ĕçĕ енĕпе мастер-классем ирттернĕ, ачасене ĕлĕкхи чăваш вăййине выляттарнă. Лидия Ванюшина наци тумĕ çинчен каласа панă, чăваш тумне çĕлес опытпа, тĕссен тата эрешсен символикин вăрттăнлăхĕсене уçса панă.

Чăваш культурин уявĕ наци кухнин апат-çимĕçне астивнипе, музейри халăх экспоначĕсене пăхнипе вĕçленнĕ.       

«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
«Чăваш культурин уявĕ» тематика сехечĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: