Урал сасси
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
15 Августӑн 2023, 11:45

Ăçта вăл Чăваш Кăлаткă ялĕ? Кам вăл Курак Иванĕ?

Чăвашсем хушшинче пуçаруллă та пуçланă ĕçе вĕçне çитерекенсем çителĕклех. Çакă, паллах, кăмăллă пулăм. Ара, эпир те ыттисенчен нимпе те кая мар-çке. Ун пек çынсем Пушкăртстанра çеç мар, Раççейĕн ытти регионĕсенче пурăнакан йăхташсем хушшинче те пур. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе парасшăн.

Ăçта вăл Чăваш Кăлаткă ялĕ?  Кам вăл Курак Иванĕ?
Ăçта вăл Чăваш Кăлаткă ялĕ? Кам вăл Курак Иванĕ?

Нумаях пулмасть мана Ульяновск облаçĕн Саратов облаçĕпе чикĕленекен, аякри кĕтесĕнче вырнаçнă Кăлаткăпуç (Старокулаткинский) районĕнче пулма тÿр килчĕ. Кунта ытларах (95 процент) тутарсем пурăнаççĕ. Чăваш ялĕсем те пур. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Кăлаткă. Асăннă ял таврара паллă ял шутланать. Кунта Чăваш писателĕсен союзĕн пĕрремĕш съезчĕн делегачĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30 çулĕсенче чăваш тĕнчинче анлă палăрнă Иван Игнатьевич Кураков (Курак Иванĕ) çуралса ÿснĕ. Çакăнтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Иван Васильевич Ильгачев чăваш пурăннă.
Паянхи кун вара çак ялта çуралса ÿснĕ тепĕр хĕрÿ те пысăк чĕреллĕ чăваш ятне асăнса хăвармалла. Вăл – Василий Николаевич Якушов. Чăваш тĕнчишĕн чунне пама хатĕр чăваш арĕ. Хăй Саратов облаçĕнчи Балаково хулинче пурăнать пулсан та тăван тăрăхне манмасть. Июль уйăхĕнче вăл тăрăшнипе Чăваш Кăлаткăн укăлчи умĕнче ял ятне кăтартакан мăнаçлă стела (чăваш стилĕпе тунă) уçрĕç. Ăна Василий Николаевичăн тата юлташĕсен укçи-тенкипе хатĕрленĕ.
Стела уçнă çĕре чăваш хастарĕсемпе хăнасем Самарăпа Саратов, Пенза облаçĕсенчен, Чăваш Енпе Пушкăртстанран килсе çитнĕччĕ. Кăлаткăпуç район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ильдус Ахмедов савăнăçлă церемоние пухăннă халăх умĕнче çакна палăртрĕ.
– Паян эпир кунта виçĕ сăлтава пула пухăнтăмăр. Пĕрремĕшĕ вăл çак стелăна уçнипе çыхăннă. 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче ăна вырнаçтарассипе пĕрремĕш пуху иртрĕ. Халĕ акă ырă çынсем пулăшнипе вăл хăй вырăнĕнче тăрать. Тепĕр салтавĕ – пирĕн паллă ентеш Иван Игнатьевич Кураков поэт 134 çул каялла шăпах çак кун çуралнă. Чăваш Кăлаткă ялĕн çуралнă кунĕ те çак кунпа пĕр килет. Çак çĕр çинче эпир 353 çул пурăнатпăр, 1670 çултан пуçласа... – терĕ Ильдус Хамзевич пухăннисене уяв ячĕпе саламласа.
Стелăна уçнă хыççăн уяв программи ялти культура çуртĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта Пенза тата Саратов тăрăхĕнчен килнĕ хăна-артистсемпе вырăнти талантсем пĕрле уяв концерчĕ йĕркелерĕç, ташă картине тăрса ташларĕç. Çак кун кашнинех чуна уçса калаçмалли те чылай пулчĕ, çавăнпа та савăнăçлă туйăмсене пĕрле пайларĕç. Савăнăçне парнелекенни вара Василий Якушев чăваш арĕ пулнине манар мар. Пуçарулăх вăл яланах яваплăхпа çыхăннă. Василий Николаевич çакна лайăх ăнланать, çавăнпа малашне те тăван ялшăн çĕнĕ пуçарусем тума хатĕр.
Юрий СНЕГОПАД.
Ульяновск облаçĕ.
Кăлаткăпуç районĕ,
Чăваш Кăлаткă ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: