Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
16 Августӑн 2023, 13:05

«Чăваш тĕнчи» - Мелеузра

Çак кунсенче Мелеуз хулинчи краеведени музейĕнче «Чăваш тĕнчи» экспозици ĕçле пуçланă. Маларах çакăн евĕр курава Кумертау хулинче йĕркеленĕччĕ.

«Чăваш тĕнчи» - Мелеузра
«Чăваш тĕнчи» - Мелеузра

– Хальччен çакăн евĕр чăваш тĕнчипе паллаштаракан курав Мелеуз хулинче иртмен. Çавăнпа та кунта пурăнакансемпе хăнасемшĕн çак пуçару çĕнĕлĕх шутланать, вăл кăмăла каясса шанатпăр. Курава хатĕрлеме вырăнти «Туслăх» ансамбль пайташĕсем те хастар хутшăнчĕç. Пысăк тав вĕсене. Пĕрле тунă ĕç чăвашсене çеç мар, ытти халăхсене те килĕшĕ тесе шутлатпăр. Кăмăл тăвакансене пурне те «Чăваш тĕнчине» çитсе курма йыхравлатпăр, – тесе пĕлтерчĕ курава йĕркелекен Анатолий Ефремов чăваш хастарĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: