Урал сасси
+16 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
12 Сентябрӗн 2023, 11:05

Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче республикăра Наци тумĕн кунне анлăн уявларĕç. Çак кун пур çĕртре те халăх тумне халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче
Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче

Наци тумĕ вăл – çие тăхăнмалли хатĕр çеç мар, хăйне майлă кĕнеке те. Ун тăрăх тăван халăхăн йăли-йĕркипе историне пĕлме пулать. Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн сăнарлă искусство (изобразительное искусство) вĕрентекенĕ Анна Алексеева Наци тумĕн кунĕ тĕлне чăваш халăх тумĕ – тухья – хатĕрлеме вĕрентекен мастер-класс ирттернĕ.
Тухья вăл – хĕрсен пуçĕсем çине тăхăнмалли шĕвĕр тăрăллă хатĕр. Тухьяна хулăн пуставран çĕлесе вак шăрçапа илемлетеççĕ. Авал ун çине чи хаклă укçасем - кĕмĕл тенкĕсем тата аллă пуслăх вак укçасем çĕлесе илемлетнĕ. Тухьян икĕ енне те вак шăрçаран çыхнă, вĕçне пĕчĕк тимĕр укçа çакнă капăрсем çĕленĕ, вĕсем пит-куçа хупларах тăнă.
Вера Михайловна Тарасова вӗрентекен шкул ачисене чăваш наци тумĕн уйрăмлăхĕсемпе паллаштарнă. Чăваш наци тумĕ хăйĕн хуçи пирки нумай каласа пама пултарнă (ăçта çуралнă, пурăнать, пуян е чухăн, качча кайнă е кайман), çавăн пекех Вера Михайловна ачасене чăваш тумĕн тĕслĕхĕсене тата унăн уйрăм пайĕсене илсе кăтартнă. Вĕренекенсем вара мĕнле те пулин истори пулăмĕпе çыхăннă калама çук илемлĕ чăваш тумĕсене тăхăнса чăн-чăн модельсем пек утса çÿренĕ.
В.М. Тарасова – чăваш наци тумне хальхи вăхăтра пуçарса яраканĕсенчен пĕри, вăтăр ытла çул наци тумне çĕлемелли йăла-йĕркесене сыхласа хăварассипе ĕçлекенӗ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Ӗпхӳ хули.

Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче
Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче
Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче
Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче
Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче
Наци тумĕн кунĕ – П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: