Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
17 Октябрӗн 2023, 11:05

«Упранĕ юрă чĕрере!»

Октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче çакăн пек ятпа Гнесинсен ячĕллĕ Раççей музыка академине пĕтернĕ ентешĕн Алена Силпин Шупашкар хулинчи черетлĕ концерчĕ иртрĕ.

«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»

Пĕр ÿркенмесĕр Мускавран хам те çитсе куртăм юрă уявне. Хăй вăхăтĕнче эпĕ Шупашкарта вĕреннĕ, концертсене, чăваш театрĕсене тăтăшах çÿренĕ. Тăван чĕлхене куллен илтмесен питĕ тунсăхлатăп, çакна аякра пурăнсан уйрăмах лайăх ăнланатăн. Çавăнпах чун апачĕ çула тухма хавхалантарчĕ те.
Икĕ сехет ытла пынă концерт иртнине сисмерĕмĕр те университетра пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе. Юрăсен пуххи, концерт сценарийĕ, пысăк экран çинчи халăхăн ытарайми тĕрĕ эрешĕсем, çĕнĕ юрăсен клипĕсем, Алена Силпин сцена тумĕсем – пурте тыткăнлаççĕ. Сцена çинчен шăранакан тăван чĕлхе, тăван кĕвĕ аваллăх, илем ытамĕнче тытать, чуна çемçетет. Куççуль кăларакан юрăсем те концерт программинче сахал мар. Çаплах концерта «Раштав» халăх кĕввин, «Янтал» фольклор, «Бриз» ташă ушкăнĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, уява илем кÿчĕç.
Концерта пĕчĕк ачасемпе килнĕ çемьесем нумайччĕ. Пĕрисем пирĕнпе юнашарах ларатчĕç. 6-7 çулхи вырăсла калаçакан хĕр пĕрчи концерт вĕçленсен «Анне, манăн чăвашла вĕренес, калаçас килет» тенине хам илтрĕм. Шухăша ячĕç мана пĕчĕк хĕр ача сăмахĕсем. Ачан тăван чĕлхене вĕренес кăмăлĕ юрă-кĕвĕ урлă çуралать вĕт-ха. Чĕлхене, тумтире, эреш илемне хăй курса хаклать. Хăй пĕтĕмлетÿ тăвать. Ку – питĕ пĕлтерĕшлĕ самант. Кунта çакна та палăртса хăварас килет: Алена Силпи хăйĕн мăшăрĕпе, продюсерĕпе, концерт директорĕпе Олег Дмитриевичпа тата виçĕ ачипе çемье хаклăхĕсене тĕпе хураççĕ. Пăхма кăмăллă тĕслĕх. Вĕсен концерчĕсенче çакă тĕп вырăнта.
Концертăн хаклă хăнисен шутĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Г. Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.А. Зорин, ЧНК президенчĕ В.Л. Клементьев, Император Православиллĕ Палестина обществин чăваш уйрăмĕн ертÿçи, философипе юриспруденци докторĕ Бассам Фатхи Аль-Балауи пулчĕç. Концерт хыççăн Пушкăртстанри чăвашсем пĕрле пуçтарăнса асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турăмăр. Унта Анатолий Геннадьевич та кăмăллăн хутшăнчĕ:
– Манăн аттепе анне Авăркас тăрăхĕнчен. Çемье, ăру уявĕсене лайăх ас тăватăп, тăвансем нумай юрлатчĕç, – аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ вăл. – Паянхи пек концертсемпе Мускав сцени, Раççейри ытти пысăк сценăсем çине тухмалла, – терĕ Анатолий Геннадьевич Алена Силпи концертне пĕтĕмлетсе.
Сăмах май, ноябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен Алена Силпи ытти паллă юрăçсемпе Пушкăртстанра гастрольте пулать. Алексей Московский юрăçпа иккĕш юрланă «Симĕс куçсем» юрра Шупашкарта ăшшăн йышăнчĕç. Эпĕ халĕ çĕнĕ юрра куллен итлетĕп. Сире те концерта çемьепе курса киленме чунтан сĕнетĕп.
Татьяна БОЛКОНСКАЯ.
Шупашкар – Мускав.

«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
«Упранĕ юрă чĕрере!»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: