Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
24 Октябрӗн 2023, 12:40

Андрей Анатольевич СТЕПАНОВ

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан юратнă ывăла, мăшăра, аттене, пиччепе шăллăма, кĕрĕве, тăвана Андрей Анатольевич СТЕПАНОВА 50 çулхи юбилей ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр!

Андрей Анатольевич СТЕПАНОВ
Андрей Анатольевич СТЕПАНОВ

Хурçăран та çирĕп сывлăх, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, пысăк хавхалану сунатпăр.
Пурнăç çулĕ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăху.
Тулăх кĕр пек пуянлантăр
Ырăпа сан кăмăлу.
Çĕнĕ ĕмĕт вăй-хал кÿтĕр,
Сиртĕр йывăр кунсене,
Чун ăшши нихçан ан сÿнтĕр
Сан хĕрÿллĕ чĕрÿнте!
Ăшă салампа – амăшĕ, мăшăрĕ, ывăлĕпе хĕрĕсем, йăмăкĕ, тăванĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: