Урал сасси
+16 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
24 Октябрӗн 2023, 10:33

Денисовсем – чăвашлăха упракан çемье

Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев Пушкăртстан Республикин кунĕ тĕлне «Çемье наци тумĕпе» фотоконкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Асăннă конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхне кăтартасси, çемье хаклăхĕсене сыхласа хăварасси, ырă тĕслĕхлĕ çемьесемпе паллаштарасси.

Денисовсем – чăвашлăха упракан çемье
Денисовсем – чăвашлăха упракан çемье

Конкурсра мала тухассишĕн сахал мар çемье ăмăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсен шутне вара Пелепей хулинче пурăнакан Денисовсен çемйи лекрĕ. Çак çемье чăннипе те питĕ маттур, чăваш чунлă пулнипе уйрăлса тăрать. Вĕсем юрлаççĕ, ташлаççĕ, сăвăсем калаççĕ, çĕнĕлĕхрен шикленмеççĕ, юратнă ĕçĕсене ăнăçлă туса пыраççĕ. Тĕплĕнрех калас пулсассăн, Денисовсем – чăваш еткерне упракан çемье.
Çемье пуçĕ Юрий Лукьянович хулари колледжсенчен пĕринче преподаватель пулса ĕçленĕ май çитĕнекен ăрăва тăван культурăна юратма, хисеплеме вĕрентессине тĕпе хурать. Кил вучахĕн управçи Марина Петровна – «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче чăваш наци центрĕн ертÿçи. Вăл – тăван чăваш чĕлхине вĕренес тата чăвашла пуплеве халăх хушшинче сарас, ҫемьере сыхласа хăварас, çамрăк ăрăва ăс парса вĕрентнĕ май ҫемьен, тăван чĕлхен, халăх йăли-йĕркин пĕлтерĕшне ӳстерес тĕллевпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Вĕсен ывăлĕ Даниил Денисов Пелепей хулинчи чăваш гимназинче 7-мĕш класра вĕренет. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ ăна та ырă витĕм кÿрет. Вĕсем тăрăшнипе Даниил та тăван халăх культури енне туртăнать, хаваспах чăваш чĕлхине вĕренет.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: