Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
6 Декабрӗн 2023, 12:05

Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ

Мияки районĕнчи Еспуç ял библиотекинче илемлĕ уяв иртрĕ. Тĕрĕ ăсти, пĕрре мар регионсем хушшинчи конкурссен çĕнтерÿçи Людмила Макарова тата унпа пĕр шухăшлисем Çĕнĕ Хурамал, Кекен, Тимеш ялĕсенчен килнĕ хăнасене тарават кĕтсе илчĕç.

Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ

Мероприятие хутшăнакансем валли Людмила Андреевна хăй тĕрленĕ ĕçсен куравне йĕркеленĕ. Шел пулин те, вĕсен хушшинче ăстана çĕнтерÿçе тухма пулăшнă ĕçĕсем çитместчĕç. Ăмăрту хыççăн ал ĕçĕсене каялла тавăрса памаççĕ иккен.
Тĕлпулу вăхăтĕнче нумай çĕннине, кăсăккине пĕлме пулчĕ. Людмила Макарова пирĕн пата мĕн авалтан килнĕ тĕрĕ илемĕпе, кăткăслăхĕпе тĕлĕнтерекен эрешсем çинчен нумай каласа пачĕ.
Çавăн пекех Çĕнĕ Хурамал библиотекарĕ Галина Яковлева хăй пурнăçне эреш-тĕрĕпе çыхăнтарнă Любовь Вазюковапа паллаштарчĕ. Любовь Степановна Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралнă. Вăл – халăх промыслин ăстаçи, Чăваш Республикинчи Ăстаçăсен гильдийĕн (Гильдия мастеров) пайташĕ. 1981-1987 çулсенче «Паха тĕрĕ» фабрикăра тĕрĕçĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăт хушшинче йывăр ĕçĕн тĕрĕ техникине вĕренсе çитнĕ. Любовь Степановна республика, регионсем хушшинчи, Раççей шайĕнчи куравсене тата халăх ÿнерĕпе илемлĕх промысли конкурсĕсене хутшăнать. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕслĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕснĕ.
Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕн Иван Павловăн, аслă наставниксен, культура ĕçченĕсен салам сăмахĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Еспуç ял клубĕн фольклор ушкăнĕн, Зоя Шуркован (кĕвĕ калаканĕ – Зоя Ефремова) юррисем мероприятие илем кÿчĕç.
Çак тĕлпулу культура ĕçченĕсемшĕн питĕ усăллă иртрĕ. Мероприяти йĕркелÿçисене пире ырă кăмăлпа, тарават кĕтсе илнĕшĕн тав тăватпăр.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА,
Тимеш ялĕн
вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ, Еспуç ялĕ.

Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Еспуçсем тĕрĕ тĕнчинче аваллăха кураççĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: