Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
26 Декабрӗн 2023, 11:00

Конгресс – регионсен пуянлăхĕ

Шупашкарта декабрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш ларăвĕ тата «Раççей чăваш пики – 2023» конкурс иртни çинчен эпир сире, хисеплĕ вулакансем, пĕлтернĕччĕ. Паянхи номерте çав мероприятисем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн.

Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ

Мăн Канаш ларăвĕ
Мăн Канаш ларăвне унăн 73 пайташĕ (пурĕ вĕсем 95 çын, Пушкăртстанран иккĕн) хутшăнчĕ. Вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ, паллах, чи йышли Чăваш Енрен. Кун йĕркинче икĕ ыйту пулчĕ. Пĕрремĕшĕ вăл – «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕн президиумĕн 2023 çулта тунă ĕçĕсем тата малашнехи тĕллевĕсем. Асăннă темăпа залри халăх умĕнче ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев доклад турĕ. Валерий Леонидович тунă ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, пулса иртнине видео сюжетсем урлă уçса пачĕ. Чăн та, хăшĕ-пĕрисем çак çĕнĕлĕхе ырламарĕç («Эпир кунта кино курма килнĕ-им» текенсем пулчĕç), анчах та ытларахăшне вăл тивĕçтерчĕ. Сăмах май, мана хама та килĕшрĕ – тунă ĕçе куçпа курма пулчĕ-çке.
Доклада сÿтсе явма Кабардин-Балкар, Чăваш республикисенчен, Иркутск тата Чĕмпĕр облаçĕсенчен килнĕ чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех пухăннисен умĕнче ЧР культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Георгий Богуславский сăмах каларĕ. Ĕçлĕ сĕнÿсен шутне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие çамрăксен патшалăх премине çавăрасси пулчĕ. Çак шухăша Чăваш Енри Юрий Тарасов сĕнчĕ. Хальлĕхе асăннă наградăпа чыслассине Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд (директорĕ – чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай) йĕркелесе пырать. Вăл обществăлла награда шутланать. Тепĕр çивĕч ыйту чăваш ялĕсенчи шăпăрлансем мĕн пĕчĕкрен вырăсла калаçса çитĕнни. Çакă çемьерен килни каламасăрах паллă, анчах та ача сачĕсем те пысăк витĕм кÿреççĕ.
– Енчен те тутар-мишер ялĕсенчи ачасем шĕкĕрин хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ пулсан, эпир тем-тĕр туса çитерейместпĕр пулать. Апла пулсан вĕсен вĕрентÿ программи урăхларах, тăван чĕлхене çывăх. Пирĕн те çав программа пулмалла. Çак ыйтăва ЧР Вĕрентÿ министерствин ĕçченĕсене явăçтарса çывăх вăхăтра канашлу ирттермелле, – терĕ Олег Цыпленков паллă кинематограф паянхи куншăн çивĕч тăракан ыйтăва хускатнă май.
Кабардин-Балкар Республикинчен килнĕ хăнасем тухса калаçни те кăмăллă пулăм пулчĕ. Унта «Нарспи» ятпа наципе культура центрĕ пур, ăна шалти ĕçсен органĕнче ĕçленĕ отставкăри подполковник Алена Чернова ертсе пырать. Алена Александровна хăйсен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Юлашки çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Кабардин-Балкарта пурĕ 63 чăваш çеç пурăнать, апла пулин те чăваш центрне йĕркелеме мехел çитернĕ. Çакă та пире савăнтарать. Çавăн пекех çак регионтан килнĕ Елена Сеспель чăваш хастарĕ те сăмах илчĕ. Вăл та «Нарспи» наципе культура центрĕн пайташĕ, тухтăр пулса ĕçлет. Хĕрсем хăйсен сăмахĕсене парне тунипе вĕçлерĕç – ЧНК президентне Кавказ тăрăхĕнчи халăхсен буркипе папахине парнелерĕç, конгреса – кавказ хĕрарăмĕн пуçа çыхмалли тутăрне.
Доклада сÿтсе явса пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн пухăннă халăх йышăну турĕ. Йышăнусем пурĕ 3 пунктран тăраççĕ, вĕсене кашнине пĕчĕк пайсем çине пайланă.
Иккĕмĕш ыйту «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕн 2024 çулхи ĕç планне йышăнасси пулчĕ. Кунта пурĕ 40 ытла тумалли ĕçе палăртнă. Вĕсен шутĕнче «Кĕмĕл сасă», «Раççей чăваш пики» конкурссем, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, Çеçпĕл Мишшин 125 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем тата ыттисем кĕреççĕ.
«Раççей
чăваш пики – 2023»
Иртнĕ çул асăннă конкурса 21 хĕр хутшăннă пулсан, кăçал вĕсем – вун саккăрăн. Виççĕшĕ – Тутарстан Республикинчен, пĕрер – Пушкăртстанран тата Чĕмпĕр облаçĕнчен, ыттисем, вун виççĕшĕ, Чăваш Енри тĕрлĕ хула-районсенчен килнĕ. Пикесем пилĕк ăмăрту витĕр тĕрĕслев иртрĕç: «Наци апат-çимĕçĕ хатĕрлесси», «Визит карточки», «Ăс-тăнпа тавракурăм енчен тĕрĕслесси», «Пултарулăх конкурсĕ», «Чăваш наци тумĕн дефили».
Пушкăртстан чысне Шаран районĕнчи Борисовка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿре пурăнакан Татьяна Назарова хÿтĕлерĕ. Вăл çÿлерех асăннă конкурссем витĕр тухса «Чи тарават пике» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Конкурсра хăйне Татьяна тивĕçлĕ те пултаруллă кăтартса пачĕ. Ăс-тăнпа тавракурăма тĕрĕсленĕ чухне пикен «Нарспи» поэмăри сăнарсене асăнмаллаччĕ, вăл ыйту çине кĕске вăхăтра туллин хурав пама пултарчĕ. Унсăр пуçне «Аякри тăван» юрра чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ. Çавăн пекех унăн чăваш апат-çимĕçĕпе хатĕрленĕ сĕтелĕ те тулли те пуян пулчĕ, жюри членĕсене кĕреке умĕнче кĕтсе илме ăшă та вырăнлă сăмахсем тупрĕ. Тен, çавна пулах Пушкăртстан хĕрĕ тараватлă пике пулса тăчĕ. Вăл ятарлă Диплома тата хаклă парнене тивĕçрĕ. Унсăр пуçне Елена Шурту чăваш халăх артистки ăна тĕрленĕ ал шăлли парнелерĕ.
Конкурсри çитĕнÿ вăл кирек хăçан та йышпа тунă ĕç. Çавăнпа та Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ Татьяна Назарована пулăшу панăшăн Шупашкарти ентешсене Елена Шуртăва, Любовь Вазюкована, Ирина Ягодкинана, республикăри чăваш хастарĕсене Галина Кирилловапа Игорь Петрова, Сергей Гришина (Ĕпхÿ хули), Николай Иванова (Благовещенск хули), Сергей Михайлова (Пишпÿлек районĕ), Вадим Соколова (Чекмагуш районĕ), Олег Дмитриевпа Алена Силпие (Мускав хули) тата Диана Дмитриевана (Авăркас районĕ) тав тăвать, малашне те пĕрле ĕçлессе шанса тăрать.
Пĕтĕмлетÿ вырăнне
Чăваш наци конгресĕн çитес çулхи ĕç планне 40 ытла мероприяти кĕртнине çÿлерех асăнтăмăр. Ку вăл сахал мар. Ĕç калăпăшĕ питĕ пысăк. Чи пахи вара вĕсем чăваш чунлă хастар çынсем пĕр тĕвве пухăннине пула пурнăçа кĕреççĕ, тунă ĕçшĕн пĕр пус укçа илмесĕр таса хавхаланупа тата чăваш халăхĕ малалла кайтăр, аталантăр тесе. Çавăн пек çынсене пĕрлештерет те ЧНК. Апла пулсан Чăваш наци конгресĕ регионсен пуянлăхĕ теме пултаратпăр. Çак шухăша уяв кунĕнче Валерий Клементьев президент та пĕрре мар палăртрĕ. Эпĕ те унпа килĕшетĕп.
Юрий СНЕГОПАД.
Шупашкар хули.

Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Конгресс – регионсен пуянлăхĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: