Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
13 Нарӑсӑн , 10:20

«Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те куç умĕнче...»

«Урал сасси» хаçата вулакансем Шупашкарпа Чăваш Енре Пушкăртстанра çуралса ÿснисен ентешлĕхĕ пурри çинчен илтнех ĕнтĕ. Ватсапра вĕсен ятарлă ушкăн та (унта 40 яхăн çын кĕрет) пур.

«Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те куç умĕнче...»
«Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те куç умĕнче...»

Çапла майпа йăхташăмăрсем çĕнĕ хыпарсемпе паллашаççĕ, пĕр-пĕрне тĕрлĕ уявсемпе саламлаççĕ тата ытти те. Акă, эпĕ шурă Шупашкарта паллашнă хĕрарăм та унта пур. Шел пулин те, пурте пĕлмеççĕ асăннă ушкăн пирки. Тен, çак йĕркесем хаçатра кун çути курнă хыççăн йыш тата та ÿсĕ. Çакна шанас килет.
София Сергеева (хĕр чухнехи Тимофеева) Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах сакăр класс пĕтернĕ. Ун хыççăн вăл Тимешре вăтам пĕлÿ илнĕ. Ашшĕсĕр çитĕннĕ хĕр ача амăшне пулăшу пултăр тесе шкул хыççăн Раевкăра санитарка пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах Акçунри ял хуçалăх техникумĕнче куçăн мар мелпе вĕренсе тухнă. Дипломлă специалиста тăван колхозрах ĕç тупса панă, анчах пурнăç шăпи ăна Чăваш Ене илсе çитернĕ. Ун чухне пулас мăшăрĕ Юрий Сергеев (вăл та Кекенренех) Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтерсе Шупашкар районĕнчи Кÿкеç салинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ пулнă. Çапла 1985 çулхи ноябрь уйăхĕнче çемье чăмăртаннă та кунтах тымар янă. Шел пулин те, паянхи кун Юрий Дмитриевич сывă мар – ултă çул каялла çĕре кĕнĕ. София Семеновнапа иккĕшĕ вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ.
Кекен хĕрĕ çемьеллĕ пулсан та пĕлÿ тĕнчи еннех туртăннă, 1996 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ, алла зоотехник дипломне илнĕ. Чăн та, хĕрарăм хăйĕн профессийĕпе ĕçлеме тÿр килменнине пытармарĕ. Ытларах статистика тата промышленность сферисенче тăрăшнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра та Шупашкарти «Вика-Двина» ОООра вăй хурать. Кунта тимĕртен тĕрлĕ хатĕрсем туса кăлараççĕ. Çав вăхăтрах София Семеновна вуннăмĕш çул Кÿкеçри культура çурчĕ çумĕнчи «Телей» халăх ансамбльне çÿрет, куракансене тĕрлĕ фестиваль-конкурссемпе юбилейлă мероприятисенче савăнăç парнелет, хăй те канать.
Калаçу вăхăтĕнче тăван тăрăх, Пушкăртстан, пирки сăмах хускатсан юрра-ташша ăста хĕрарăм иртнине аса илмесĕр иртсе каяймарĕ.
– Тăван ял, тус-тăвансемпе пĕрле вĕреннĕ ачасем асрах. Упăшка сывă чухне Ĕпхĕве самолетпа кашни уйăхрах вĕçнĕ. Халĕ тăтăшах çÿрейместĕн. Ытларах чухне çыхăнусене телефон урлă йĕркелетпĕр, çапах та май тупса çула тухатпăр. Тем тесен те, кунта куçса килнĕренпе хĕрĕх çула яхăн иртрĕ пулсан та,тăван тăрăх сисĕнмелле мар вăйпа хăй патне туртать. Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те куç умĕнче... – тет София Семеновна тарăн шухăша путнă май.
Юрий СНЕГОПАД.
Шупашкар хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: