Наци костюмĕ – ахаль тумтир çеç мар, вăл халăхăн историйĕпе культури, йăли-йĕркисем, пурнăç йĕрки. Пăслăк ялĕнчи Галина Степановна Данилова пултарулăх ушкăнĕсем валли костюмсене 80-мĕш çулсенчех çĕлеме пуçланă.
– Çĕлес ăсталăх ачаранах палăрчĕ. Çĕвĕ ĕçне Галина Ивановна Леонтьева технологи учителĕ вĕрентрĕ. Сцена çине тухмалли костюмсене пуçласа 1984 çулта çĕлерĕм. Ун чухне вырăнти шкулта пионерсен вожатăйĕ пулса ĕçлеттĕм. «Кĕрен чечек» («Аленький цветочек») ансамбль йĕркелерĕмĕр. Костюмсем кирлĕччĕ, çавăн чух пуçласа кĕпесем çĕлерĕм те. Пирĕн ушкăн районта çеç мар, ун тулашне те тухса çÿретчĕ. Пĕррехинче республика чысне хÿтĕлеме Мускаври этнографи фестивальне те кайнăччĕ, – тет Галина Степановна.
Çĕвĕ ăсти Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Тутарстанри Анат Чаллă (Набережные Челны) хулинчи педагогика институтĕнче кĕçĕн класс учителĕн специальноçне алла илнĕ. 1990 çулта тăван ялĕнчи каччăпа Игорь Даниловпа çемье чăмăртанă.
– Пĕрлешнĕ хыççăн çемьеллĕ пурнăçа Анат Чаллă хулинче пуçларăмăр. Пирĕн Александрăпа Дарья хĕрсем унтах çуралчĕç. Хулара пурнăç лайăх пулсан та пурпĕр тăван кĕтес хăй патне туртатчĕ. Тăван яла çывăхрах пулас тесе Пелепей хулине пурăнма куçрăмăр. Вырăнти тин çеç уçăлнă чăваш гимназине ĕçе вырнаçрăм. Кунта ĕçленĕ чух та шкулсенчи пултарулăх ушкăнĕсем валли наци костюмĕсем çĕлеме тÿр килетчĕ, – аса илет Галина Степановна.
Галина Данилова чăваш гимназинче 1997-2006 çулсенче ĕçленĕ, унтан 2014 çулччен «Урал сасси» хаçатра корреспондент пулса тăрăшнă.
– Çемье лару-тăрăвне пула Çурçĕрти Нефтеюганск хулине куçмалла пулчĕ, кунта пилĕк çул кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ хыççăн тăван яла таврăнтăм. Вырăнти шкулта тăватă çул ачасене вĕрентрĕм. Халĕ çулталăк ĕнтĕ тивĕçлĕ канура, – калаçăва малалла тăсать Галина Степановна.
Хăй каланă тăрăх, тĕп ĕçĕ хăш вырăнта пулсан та юратнă ĕçне пурнăçлама нихăçан та пăрахман.
– Хаçатра ĕçленĕ чух ĕçтешсемпе пĕтĕм республикипе çÿреттĕмĕр. Чăвашсем пурăнакан пур ялсенче те пулса куртăмăр. Çавăн чухне тĕрлĕ район çыннисем наци костюмĕсем çĕлеме ыйтса киле пуçларĕç. Çапла республикипе паллă çĕвĕç пулса тăтăм. Эпĕ Чекмагуш, Ермеккей, Пелепей районĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсене, Мелеспуç, Ăхпуç, Ситек, Кистенлĕпуç, Йăлпăлак, Пăслăк, Пишпÿлек тата ытти ялсем валли костюмсем çĕлерĕм, – тет Галина Степановна.
Наци тумĕн хакне пĕлекен çынсем ăста çĕленĕ илемлĕ костюмсене пăхса савăнаççĕ. Ал ĕçĕ валли нумай вăйпа вăхăт кирлĕ пулсан та Галина Даниловашăн унăн ĕçĕсем ырă çимĕç пани, çынсене савăнтарни чи кирлĕ пулăм. Çакă ăна хавхалану парать, çĕнĕ шухăшсем çуратать. Кĕске вăхăтра заказ пурнăçлама та час-часах тивнĕ ăна.
– Хăш чух çĕрĕ-çĕрĕпе кĕпесем çĕлесе ларни те пулнă. Мĕншĕн тесен аякран килекенсем валли ĕлкĕртме тÿр килетчĕ, – хăйĕн ĕçĕ çинчен каласа парать ăста.
Илемлĕ кĕпесене хăйĕн эскизĕсемпе çĕлет. Кашни ĕлкене тунă, çĕвве çĕленĕ, кĕпене пайăй-пайăн пуçтарнă чух хăйĕн чунне хурать. Пĕр костюм çĕлеме темиçе кун кирлĕ. Ушкăн валли тумсем çĕленĕ чух тата та ытларах вăхăт иртет.
– Хăш чух хама тата хĕрсем валли çĕлетĕп. Аслă хĕр студент çулĕсенченех сцена çине тухать, ун валли те ăсталатăп. Пĕррехинче пушкăрт юрăçи мана костюм çĕлеме ыйтнăччĕ. Нумай пулмасть Мускав çывăхĕнчи хулара пурăнакан кукамăшĕпе мăнукĕ валли кĕпесем çĕлерĕм, – сăмаха малалла тăсать çĕвĕç.
Галина Степановна районти пултаруллă çынсем валли костюмсем çĕлет, хăй те Пăслăк ялĕнчи юрăçсен ушкăнне çÿрет. Сăмах май алă ăсти лайăх кил хуçи арăмĕ пулнине те калас килет. Килĕнче тирпейпе илем хуçаланать. Кашни япали хăй вырăнĕнче, хăтлăх, илемлĕх, лăпкăлăх кÿрет.
Неля САБАХОВА.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.
Редакцирен. Ĕçтешĕмĕр çинчен хамăртан та каласа хăварас килет. Иртнĕ çулхи çуркунне Пăслăк ялне ĕçлĕ командировкăна кайнă май Галина Степановна патне кĕрсе тухрăмăр. Хамăр килесси çинчен систерменччĕ. Çак çыннăн илемлĕх туйăмĕ тивĕçлипе пулнине хапхаран кĕрсенех сăнама пулчĕ: хăй аллипе сарнă брусчатка сукмаксем, тимĕртен сваркăпа тунă теплица, илемлĕ клумбăсем. Галина Степановна туман ĕç те çук пулĕ, вăл сварка ĕçне те пĕлет, хăмаран та ăсталать, бетон плиткăсем те тăвать, автомобиль те çÿретет. Пÿртне кĕрсен те унра дизайнер ăсталăхĕ пурри сисĕнчĕ. Сĕтел-пукан та, обойсемпе чÿрече каррисем те стильпе тата тĕспе килĕшсе тăраççĕ. Чÿречесем çинче ун чухне томат, пăрăç, чечек рассадисем лăк тулличчĕ. Галина Степановна ача-пăчапа, çамрăксемпе, ватăсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарать. Паллах, çак çынран пĕлмелли-вĕренмелли питĕ нумай. Ялти çынсем те ун çинчен ыррине çеç калаççĕ, ун ăсталăхĕнчен тĕлĕнеççĕ, хисеплеççĕ Пурнăç ăс-хакăлĕ те унра аталаннă. Пиртен аслăрах пулнă май пурнăçри сăнавĕсем, пĕтĕмлетĕвĕсем пирки пире каласа паратчĕ. Ун чух çамрăкрах пулнипе вăл каласа панисем тĕрĕс мар, кулăшла пек туйăнатчĕç. Халĕ пурăна-киле çавсем чăнлăх пулнине ăнланатпăр.