-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ертÿçĕсем мероприятие пухăннисене чăваш наци тумĕпе паллаштарнă. Ĕлĕк арçынсемпе хĕрарăмсем мĕнле тумтир тăхăнни, вĕсен пурнăçĕпе йăли-йĕрки çинчен каласа панă. Кружок ертÿçи ачасене чăваш наци тумĕн историйĕ, хĕрарăмсем улаха пуçтарăнса çăм арлани, тĕрĕ тĕрлени, çыхни, юрăсем юрлани çинчен пĕлтернĕ. «Туслăх» фольклор ансамблĕ хăйсен наци тумĕсемпе паллаштарнă. Мероприятие хутшăннисем те тăхăнса килнĕ наци тумĕсене хаваспах кăтартнă.