Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
17 Апрелӗн , 16:05

Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ

Наци тумĕсен кунĕ умĕн Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче шкул ачисем валли илемлĕ те интереслĕ мероприяти йĕркеленĕ.

Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ

Пĕлÿ сехечĕ вăхăтĕнче ачасем наци тумĕсен историйĕпе, эрешсемпе, чăваш халăхĕн пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсемпе паллашнă. Çавăн пекех вĕсем халăх тумĕн хăйне евĕрлĕ паллисем пирки те (арçын е хĕрарăм тумĕ, тăхăнмалли мелĕсем, эрешĕсем, тĕссем килĕшсе тăни) пĕлнĕ.
Йĕркелÿçĕсем ачасене хаваслă та кăсăк мелпе наци костюмĕ кашни халăхăн вăй-хăват парса тăракан хаклă пуянлăхĕ пулнине ăнлантарса пачĕç.
Чăннипе те халăх тумĕ кашни çынра хумхантаракан илемлĕх туйăмĕ çуратать, хамăр халăх еткерĕн уйрăлми пайĕ шутланать.

Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Наци тумĕ – халăх культурин пĕр пайĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: