-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци костюмĕ ахаль тум çеç мар, ун урлă халăх историйĕпе культурине, йăли-йĕркисемпе пурнăç йĕркине палăртма пулать. Çавăн пекех вăл халăхăн культурăпа ăс-тăн еткерлĕхне упраса хăварма пулăшать.
Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнче те Пушкăртстан Республикинчи Наци тумĕсен кунне халалласа мероприятисем иртнĕ. Вырăнти шкул вĕрентекенĕ Полина Александровна Васильева пирĕн мăн асаттесем тăхăннă анат енчи чăвашсен авалхи тумĕсем çинчен каласа панă. Чăваш историпе культура центрĕн методисчĕ Татьяна Васильевна Матвеева наци тумĕсен куравне ирттернĕ. Кашни ача хăйĕн наци тумне (вырăс, тутар, чăваш) тăхăннă.