-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Чăваш чĕлхи учителĕ Владимир Васильевич Максимов чĕлхе илемне туйма вĕрентнипе кĕнекесем нумай вулама, сăвăсем çырма пуçларăм. Сăвăçă пулса тăтăм.
Тăван чĕлхепе калаçасси чи малтан çемьерен пуçланать. Мăшăрпа виçĕ ачана, икĕ хĕрпе пĕр ывăла, пурнăç парнелесе ура çине тăратрăмăр. Виççĕшĕ те чăвашла калаçса ÿсрĕç. Мăнуксем те, хуласенче пурăнаççĕ пулсан та, чăвашла пĕлеççĕ, тăван чĕлхепе юрăсем юрлаççĕ, уйрăмах «Çумăр çăвать» юрра килĕштереççĕ. Ача сачĕ, шкул çине шанса лармалла мар, тăван чĕлхене килте ăша хывмалла.