Мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхепе пирӗн шухӑшлав, характер, тавракурӑм, ӑнлав, ҫыхӑну йӗркеленет. Тӑван чӗлхе тӑвансемпе кӑна ҫыхӑнтармасть, йӑх-несӗл, ӑру, пӗтӗм этнос ҫакӑнта кӗрет. Тӑван чӗлхе витӗр эпир халӑх аталанӑвне, историне, культурине, уйрӑмлӑхне куратпӑр. Ун урлă хамăр халăхăн хăйне евĕрлĕхне тĕпчетпĕр, пуянлăхĕпе çитменлĕхне асăрхатпăр, ытти халӑхсем хушшинчи пӗрпеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсене куратпӑр.
Хăйне тата хăйĕн çĕршывне хисеплекен кашни çыннăнах мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕпе, юлташĕсемпе калаçнă, пуçласа кĕнекесенчи сыпăксене вуланă тăван чĕлхене упрамалла. Ун пек пултăр тесен пĕр вăтанмасăр, именмесĕр тăван чĕлхепе калаçмалла.