Пĕр сăмахах миçе тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулма пултарать. Пĕр шухăшах темиçе майлă пĕлтерме пулать. Тарăн шухăшлă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем мĕне тăраççĕ.
Тăван чĕлхе – ăруран ăрăва куçса пыракан пуянлăх. Унта чăваш халăх историйĕ те, унăн шухăш-кăмăлĕ те, пулăмĕсем те сăнланнă. Тăван чĕлхене пĕлни пирĕн историпе культурăна çыхăнтарма май парать.
Шел пулин те, юлашки вăхăтра чăваш чĕлхине вырăс сăмахĕсем ытларах кĕре пуçларĕç. Вĕсене калаçура усă курасси те йăлана кĕчĕ. Сăмахран, вырăс тата чăваш сăмахĕсене хутăштарнă юрăсене юрласси, ют чĕлхепе перкелешесси сарăлса пырать. Ман шутпа, ку – киревсĕр пулăм. Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхене юратмалла, упрамалла. Вăл – этем шухăшĕн кĕнеки, культура еткерĕн уççи, пурнăç никĕсĕ.