Эпир вĕсене прайс-хут урлă заказ тăватпăр. Паллах, тин кун çути курнă кĕнекесене туянма тăрăшатпăр, дубляжĕ пуррипе çуккине пăхатпăр. Библиотекăна çÿрекенсем чăтăмсăррăн çĕнĕ кĕнекесем кĕтеççĕ, вĕсем нихăçан та çÿлĕксем çинче тусан пуçтарса выртмаççĕ. Нумайрах аслă ÿсĕмрисем валли çырнă кĕнекесем килеççĕ, ача-пăча литератури те çителĕклех. Пирĕн библиотека вулаканĕсем – ытларах аслă ÿсĕмри çынсем, вĕсем уйрăмах чăвашла вулама юратаççĕ. Çĕнĕ кĕнекесене те, киввисене те вулаççĕ. Çав шута аллă çултан иртнисем кĕреççĕ. Тăван чĕлхепе çырнă тĕн кĕнекисене, илемлĕ литературăна ытларах кăмăллаççĕ.
Ача-пăча литератури – чăн-чăн тĕлĕнтермĕш. Мĕн енчен? Ачасене ăнланмалла пултăр тесе халĕ çур кĕнекене вырăсла, çуррине чăвашла пичетлеççĕ. Апла пулин те ачасем вуласшăнах мар. Çакă – паянхи самана палли. Вулав культури чи малтан çемьерен, шкултан пуçланмалла, вулавăшран анчах мар. Пĕтĕмĕшле илсен, вулакансен шучĕ чакса пырать, аслă çулхисем ватăлаççĕ, çамрăксем ытларах телефонпа ларма кăмăллаççĕ. Анчах та пичет литератури нихăçан та хăй пĕлтерĕшне çухатмĕ. Çак енĕпе татах та малалла ĕçлĕпĕр.