Пирĕн шкулта пурĕ 108 ача пĕлÿ илет пулсан, вĕсенчен 40-шĕ çеç чăвашсем, ыттисем тутар, вырăс тата ытти халăх ачисем. Паллах, халĕ чăваш урокĕсем ĕлĕкхи пек иртмеççĕ. Ачасемпе ĕçлеме питĕ йывăр, вĕсем чăвашла пачах пĕлмеççĕ, килĕсенчен, ача садĕнчен шкула вырăсла калаçса килеççĕ. Ытти районти шкулсенче мĕнле пуль пĕлместĕп, анчах пирĕн вĕрентÿ программинче тăван чĕлхе сехечĕсем çав тери сахал, пуçламăш классенче эрнене 0,5 е пĕр сехет çеç уйăраççĕ. Çак кĕске вăхăт хушшинче мĕн вĕренсе ĕлкĕрмелле? Учебниксем те çук пирĕн. Кăçал 5-6 класс валли çĕнĕ учебниксем илтĕмĕр, анчах вĕсем наци программи валли пулчĕç. 8-9 класс ачисем 2003 çулхи кивĕ учебниксемпе вĕренеççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр малалла ĕçлетпĕр. Паллах, хамăр чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркесене сыхласа хăварасси чи малтан атте-аннерен, килтен пуçланмалла.