Килте вара эпир пĕр-пĕрипе чăвашла анчах калаçатпăр. Аслисем чăваш чĕлхине сума суни курăнсах тăрать. Эпир те вĕсенчен тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, унăн илемне туйма вĕренсе пыратпăр. Ялта пурăнакан чăваш çынниех «чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ, унпа инçех каяймăн» тени питĕ тарăхтарать. Вăл чăвашла та тĕрĕс калаçаймасть, вырăсла та лайăх пĕлмест. Эпĕ ватă çынсен калаçăвне итлеме кăмăллатăп. Вĕсем сăмахсемпе вырăнлă усă курма пĕлеççĕ, ют чĕлхери сăмахсемпе калаçăва вараламаççĕ, калаçăвĕ тирпейлĕ, таса. Тăван чĕлхене аван пĕлекен çын ытти чĕлхене те хăвăртрах вĕренет. Çакна ăсчахсем те палăртаççĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ. Ку чăнах та çапла. Манăн тăван чĕлхем малашне те мăнаçлăн янăрасса шанас килет.