Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
25 Апрелӗн , 09:15

Лариса Коротаева, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ.

Пирĕн чĕлхе илемлĕ, çепĕç, ырă, асамлă. Вăл анне, Тăван çĕршыв пекех. Ăна сутăн илсе те, суйлама та пулмасть. Чăваш чĕлхи вăл – Иван Яковлевич Яковлевăн, тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă Андриян Григорьевич Николаев космонавтăн чĕлхи.

Лариса Коротаева, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ.
Лариса Коротаева, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ.

Ку чĕлхепе Çеçпĕл Мишши, Константин Иванов, Петĕр Хусанкай поэтсем калаçнă. Вăл – паллă ăсчахсен, олимп чемпионĕсен чĕлхи.
Чăваш чĕлхи – чи авалхи чĕлхесенчен пĕри. Вăл чăваш халăхĕн чи хаклă пуянлăхĕ. Анчах та хальхи вăхăтра вырăс тата ют чĕлхесен витĕмĕ пысăк пулнипе тăван чĕлхепе калаçакансен шучĕ сахалланса пырать, чĕлхене вĕрентес ĕçре те йывăрлăхсем сахал мар.
Ачасем тăван чĕлхене ĕлĕкхи пекех вĕренччĕр тесен, чи малтан шкулсенче сехет шучĕсене каялла тавăрас пулать. Хальхи вăхăтра шкулсенче «Тăван чĕлхе» предмета вырăсла та, чăвашла та вĕренме пулать. Ман шутпа, ашшĕ-амăшĕн кăмăлне шкулсенче протокол е заявлени çырса шута илни, вĕсене вĕрентÿ процесне явăçтарни тĕрĕс мар.
Ачасем тăван чĕлхене юратса вĕренччĕр тесен вĕрентекенĕн питĕ хастар пулмалла. Тĕрлĕ йышши мероприятисене, конкурссене хутшăнмалла. Аслисен пĕр вăтанмасăр, уççăн чăвашла калаçмалла.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: