Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
25 Апрелӗн , 12:22

Пире тăван чĕлхе пĕрлешетерет

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче халăхăмăрăн чи пысăк уявĕсенчен пĕрне – Чăваш чĕлхи кунне – паллă тăватпăр. Эпир ăна чӑвашсене ҫӗнӗ ҫырулӑх панӑ Иван Яковлевич Яковлева сума суса вӑл ҫуралнӑ кун уявлатпăр. «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», – тенӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр.

Пире тăван чĕлхе пĕрлешетерет
Пире тăван чĕлхе пĕрлешетерет

Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрет. Вăл Чăваш Республикинче, Ульяновск, Пенза, Самара, Саратов, Эрĕнпур облаçĕсенче, Тутарстанпа Пушкăртстан республикисенче сарăлнă. Чăваш чĕлхипе пурĕ миллион çурă ытла çын калаçать. Вăл Чăваш Республикин патшалăх чĕлхи шутланать («Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккун, 1990 ç.). Ăна гуманитари предмечĕсене вĕренмелли хатĕр вырăнне пуçламăш, вăтам классенче тата Чăваш Республикинчи аслă шкулсенче предмет евĕр вĕренеççĕ. Чăваш чĕлхипе учебниксем, илемлĕ тата публицистика литератури кăлараççĕ. Çавăн пекех чăвашла хаçатсемпе журналсем тухаççĕ, радио тата телепередачăсем илсе пыраççĕ, театрсем ĕçлеççĕ.
Пĕтĕм Раççейри чăвашсен ытларах пайĕ Чăваш Енре пурăнать, ыттисем – çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче. Пысăках мар пайĕ Раççей Федерацийĕн тулашĕнче, пĕчĕк ушкăнсем Казахстанра, Узбекистанра, Донецкпа Луганск Халăх республикисенче тĕпленнĕ.
Чăваш чĕлхи кунне Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн 1992 çулхи апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвасси пирки» калакан хушăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ.

Паянхи кун сире, хисеплĕ вулакансем, çак уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Пурне те пурнăçра ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр, малашне те пире тăван чĕлхе пĕрлештертĕр, вăй-хăват парса тăтăр.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: