Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет», – тенĕ аслă вĕрентекенĕмĕр. Унăн халалне шута илсе тăван чĕлхене упрар, сыхлар, чыслар, малалла аталантарар, И.Я. Яковлев халалĕсене асра тытса туслă пурăнар, ырă ĕçсем тăвар.
Тăван чĕлхе – тăван анне чĕлхи!
Хама пурнăç панă аннене
Епле-ха пултарайăп эп манма,
Манса анне калаçнă чĕлхене.
Тăван чĕлхе – тымарăмсен чĕлхи!
Хунавлă тунă тымарăмсене.
Епле-ха пултарайăп эп хăртма,
Хăртса вĕсем калаçнă чĕлхене.
Тăван чĕлхе! Сана юратмасан
Епле-ха юратайăп эп хама.
Сан чĕлхÿпе сасса кăлармасан
Епле сыхлайăп эп халăхăма.
Çĕр тĕрлĕ халăх çакă çĕр çинче,
Çĕр тĕрлĕ чĕлхепе юрлаççĕ юрă.
Çĕр тĕрлĕ çакă халăх хушшинче,
Пире чăваш пулма çуратнă Турă!
Эпĕ хисеплетĕп пушкăрт-тутара
Вырăссемпе те туслă пурăнатăп,
Анчах та хамăн халăха вара
Чун-чĕрере ялан мала хуратăп!