Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
27 Апрелӗн , 11:25

Чĕлхе уявĕ савăнăç парнеленĕ

Апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 176 çитнине халалласа Тăван чĕлхе кунĕ республика уявĕ иртнĕ.

Чĕлхе уявĕ савăнăç парнеленĕ
Чĕлхе уявĕ савăнăç парнеленĕ

Мероприятие Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева, Канаш Президиумĕн пайташĕсем, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн тата ЧР Писательсен союзĕн пайташĕ Лидия Мавлютова (Шурçăл), Çтерлĕ хулинчи «Эреш» театрпа концерт студийĕн хастарĕсем (ертÿçи – Нина Кобцева) хутшăннă.
Уява «Нарспи» ансамблĕн пайташĕсем «Чăваш чĕлхи» вокалпа хореографи композицийĕпе уçнă. Шкул ачисем «Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев» сценка кăтартнă, вĕрентекенĕмĕрĕн чăваш халăхне панă халалне вуланă. Юлия Федорова Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне уçса паракан видео-презентаци хатĕрленĕ.
Лидия Александровна пухăннисене хăйĕн кун-çулĕ тата пултарулăхĕ çинчен каласа панă. Çавăн пекех ачасене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă, чăвашла-вырăсла-тутарла сăвăсем вуланă. Унсăр пуçне Лидия Шурçăл шкул вулавăшне сăввисен çĕнĕ пуххисене парнеленĕ.
Концерт программи вара халăх юррисемпе ташшисенчен, авторла юрăсенчен тăнă. «Эреш» театрпа концерт студийĕ ача çут тĕнчене килнин пĕр пайне кăтартса панă. Унсăр пуçне вĕренекенсем чăваш кăйкăрне Андриян Николаева халалласа пĕчĕк сценка лартнă. Пĕтĕмĕшле уяв çÿллĕ шайра, ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнĕ. Мероприяти вĕçĕнче Ирина Сухарева П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн педагогĕсене пĕрле тухăçлă ĕçленĕшĕн, тăван чĕлхене сыхласа хăварма тăрăшнăшăн чунтан тав тунă.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.

Чĕлхе уявĕ савăнăç парнеленĕ
Чĕлхе уявĕ савăнăç парнеленĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: