Кунта нумай-нумай ĕмĕр туслăн та килĕштерсе пурăнакан тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркипе пурнăҫ тытăмĕ типтерлĕн сыхланса упранать тата ăруран-ăрăва йĕркеллĕн куҫса пырать.
Эпир Рaççeйре çуралса ÿcнишěн питě савăнатпăр, унпа мухтанатпăр. Тӗрлӗ халӑхсен хушшинче уйрӑмах чӑваш халӑхӗ хăйĕн хăйне евĕр йăли-йĕркипе хытӑ палӑрса тӑрать. Пирӗн тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗ, унӑн аталанăвĕ питӗ кӑткӑс та тӗрлӗ тапхăрсенчен тӑрать, ҫакна эпир лайӑх пӗлетпӗр.
Нумаях пулмасть эпир, Пушкӑртстан Республикин чӑвашӗсем, Пишпӳлек районӗнче «Питрав пуххине» тата Авӑркас районӗнче Уява пуҫтарӑнса ирттертӗмӗр. Чӑваш халӑхӗ питӗ авалхи халӑх пулнӑ май унӑн йӑли-йӗрки те калама ҫук пуян. Çÿлерех асăннă уявсем йăла-йĕркесене анлӑн кӑтартса пама пулӑшаҫҫӗ, вӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, иртнӗ уявсем ҫуллахи хӗвел тӑнӑ чух чӑвашсен Çинҫе (виръялсен) тата Уяв (анатрисен) вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ. Мĕн авалтан çав кун ҫӗр чавма, утӑ ҫулма тата ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсене тума юраман. Тӑван халӑхӑмӑрăн йӑли-йӗркисене тытса пыни, вӗсене пӑрахӑҫа кӑларманни пирӗншӗн питӗ хаклӑ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Малашне те ҫапла пултӑр тесен, паллах, хамӑрăн нумай тăрăшмалла, тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмалла, иртнине асра тытмалла.
Интернет уҫлӑхӗнче йӑла-йӗркесемпе, чӑваш наци тумӗпе ҫыхӑннӑ материалсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Анчах та питĕ сахал, вĕсене системăламан, мӗнле тӳр килет, ҫапла вырнаҫтарнӑ. Жюри членĕ пулса, пӗтӗмпех курса ларнӑ май, ҫак иртнӗ уявсем шухӑша яраҫҫех. Тӗрӗс, пирӗн культура пуян. Вӑл тӗрлӗ этнографи ушкăнĕсем çине пайланса тӑракан хӗрарӑмсен, хӗрсен костюмӗсен уйрӑмлӑхӗсемпе, хӑйне евӗрлӗ эрешĕсемпе, вӑрттӑнлӑхӗсемпе уйрăлса тăрать. Йӑла-йӗрке ҫинчен каласан, вӑл хӑй тепӗр вӗҫӗ-хӗррисӗр, илемлӗ, уйрӑм тӗнче. Ман шутпа, уявсене ҫамрӑксене ытларах хутшӑнтарма тӑрӑшмалла. Çав йӑла-йӗркесене хамăр ҫамрӑксене, ӳсекен ӑрӑва май пур таран кăтартни, вӗсене хастартарах хутшӑнтарни вырӑнлӑ пулӗччӗ.
Халӑхӑмӑрӑн шучӗ чакни пирки каласан, кунта та чуна ыраттармалли самантсем нумай. Çынсем тӑван чӗлхепе калаçманнин, унтан вӑтаннин сӑлтавӗсем тӗрлӗрен.
Истори тӗлӗшӗнчен тӗплӗнрех илсе пӑхсан, кунта паянхи лару-тӑрӑва ҫеҫ айӑпласа пулмасть. Мӗн авалтан килекен, паянхи ҫамрӑк ӑру ҫине витӗм кӳрекен сӑлтавсемпе чӑрмавсем те чылай. Менталитет (наци характерӗ), этнопсихологи, этноконфесси, этногенетика тата ытти халӑхӑмӑрӑн никӗсӗпе ҫыхӑннӑ аспектсем ӗмӗрсен хушшинче туптаннӑ май, пире, историксене паянхи тапхӑрта ҫакăн йышши пӗтӗмлетӳсем патне илсе ҫитерет.
Ку киревсӗр проблема пуриншӗн те, никама та лӑпланма памалла мар ыйту. Вӑхӑт иртнӗҫем эпир чӑваш халӑхӗн нумай пуянлӑхне ӗмӗрлӗхе ҫухатма пултаратпӑр.
Ирина СУХАРЕВА,
ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ.