Пушкӑрт ҫӗрӗсене чӑвашсем ахальтен мар суйласа илнӗ. Вӗсене ҫак вырӑнсем мӗнпе илӗртнӗ-ха? Юнашар вырнаҫнипе, хуҫалӑха пуҫарса ярас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ тухӑҫлӑ ҫӗрсем йышлӑ пулнипе тата ытти те. Анчах кунта чӑвашсен нумай чухне ӑнсӑртран пулса иртекен вырӑнти ҫут ҫанталӑкпа климат кӗтменлӗхӗсене тата ытти тӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтма тивнӗ. Ҫак зонӑри ҫут ҫанталӑкпа климат уйрӑмлӑхӗсене пула хӑш-пӗр чухне ӳснӗ тыр-пула август уйӑхӗнче мар, тепӗр ҫулӑн пуш уйӑхӗнче пуҫтарса илнисем те пулкаланӑ. П.И. Рычков географ-таврапĕлÿçĕ те ҫакӑн евӗрлӗ ҫул Хусанпа Эрĕнпур кӗпӗрнисенче 1769 ҫулта пулни ҫинчен ҫырса кӑтартать. Сӑлтавӗ вара, 1768 ҫулхи кӗркунне ҫӗр ҫине юр ир выртнинче. 1769 ҫулхи тыр-пула та пуҫтарса илме пултарайманни пирки каласа хӑварать автор. Хӗл ир ларнипе тата ҫумӑрсем пулманнипе 1765, 1768, 1769 ҫулсем тыр-пулсӑр пулнӑ. Халӑхсен шӑпине ҫакӑ пушшех йывӑрлатнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем Пушкӑртра анлӑн сарӑлнӑ Е.Пугачев ертсе пынӑ восстание йышлӑн хутшӑннӑ. 1885 ҫултан пуҫласа вара пӗр ӑнӑҫлӑ ҫул та пулман. Анчах та ҫакна пӑхмасӑр, чӑваш хресченӗсем хуҫалӑха йӗркеллӗн илсе пыма вӑй-хал ҫитернӗ. Выҫлӑх ҫулӗсенчи ҫитменлӗхе вӗсем ытти чухне сыхласа хӑварнӑ пурлӑхпа тивӗҫтернӗ.
Тӗпчевҫӗсем чӑвашсем ӗҫлеме юратакан халӑх, хуҫалӑха йӗркеллӗ илсе, тыр-пула вӑхӑтлӑ пухса илни тата ытти ҫинчен те хӑйсен ӗҫӗсенче чылай палӑртса хӑварнӑ. Мӗнрен килнӗ-ши çакă? Ыйтӑвӑн хуравӗ пурах.
Чӑвашсем авалтанах ҫут ҫанталӑкпа климат улшӑнӑвӗсене тӗплӗн тӗпчесе, асӑрхаса пурӑннӑ. Вӗсен вӑрах вӑхӑтлӑх тата кӗске вӑхӑтлӑх малашлӑха пӗлсе калакан, урӑхла калас пулсан – прогноз – меслечӗсем нумай ӗмӗрсем хушшинче йӗркеленнӗ. Ҫак меслетсем атмосферӑра пулса иртекен сывлӑш, пӗлӗт хусканӑвӗсемпе, кайӑк-кӗшӗк хӑйне мӗнле тыткаланисемпе, ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑчӗсен уйрӑмлӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Атмосферӑри пулӑмсене тӗпчекен наука – метеорологи – пӗлӗвӗсем мӗн ӗлӗкрен пурӑннӑ ҫӗрсенчех чӑваш халӑхӗн мăчаварĕсем вӑй хунипе, тӗпченипе пухӑннӑ. Малашне вара ҫак пӗлÿсене ваттисем хӑйсем тӑрӑшнипе ӑруран-ӑрӑва куҫарса, тарăнлатса тата пуянлатса пыма сахал мар вӑй хунӑ. Вӗсен хушшинче нумайӑшӗ тыр-пул пуласси ҫут ҫанталӑкра хӑй тĕллĕн ӳсекен (пилеш, ҫӗмӗрт, юман, хӑмла) йывӑҫсен тухӑҫлӑхӗпе, кайӑк-кӗшӗксем, пулӑсем хӑйсене мӗнле тыткаланипе ҫыхӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрисем тухӑҫсӑрлӑх мӗнпе ҫыхӑннине те кӑтартса параҫҫӗ. Метеорологи тӗлӗшӗнчен ҫак пӗлÿсем питӗ анлӑ та хаклӑ. П.А. Петров-Туринге этнограф-фольклорист та чӑвашсен метеорологи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата хуҫалӑхшӑн усӑллӑ пулнине палӑртать. Ытти юнашар пурӑнакан халӑхсем вӗсем хӑҫан ҫӗр ӗҫне пикеннине питӗ тимлӗн асӑрхама, чӑвашсемпе пӗр вӑхӑтра хуҫалӑхри ӗҫсене пуҫлама, тума тӑрӑшни пирки калать.
Пушкӑртри чӑваш хресченӗсем куҫса киличченхи метеорологи пӗлӗвӗсемпе яланхи пекех усӑ курнă, вӗсене упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. П.А. Петров-Туринге XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ ӗҫӗнче Пушкӑртстан Республикин Ҫтерлӗ уесӗн Миркитлин вулăсӗнчи Треппел ялӗнче сыхланса юлнӑ, чӑвашсем усӑ куракан ҫут ҫанталӑк тата тыр-пул пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ сăнавсене илсе кӑтартнӑ. Вӗсем пур те Чӑваш Енри пекех атмосферӑра пулса иртекен сывлӑш, пӗлӗт хусканӑвӗсемпе, кайӑк-кӗшӗксем, пулӑсем хӑйсене мӗнле тыткаланисемпе, ӳсен-тӑрансен тӗнчин улшӑнӑвӗсемпе, ҫулталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑчӗсен уйрӑмлӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ, хуҫалӑхри ĕçсене ӑнӑҫлӑ илсе пыма ункай панӑ.
Чӑвашсен хуҫалӑх тытас ӗҫӗнче ӗлӗкренех сыхланса юлнӑ вӑхӑта шута илекен меслечӗсенчен пӗри, календарь, пĕлтерĕшлĕ вырӑн йышӑнса тӑрать. Яланхи пурнӑҫра чӑвашсем вӑхӑта шута илес тӗлӗшпе ял хуҫалӑх ӗҫӗсен циклӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫулталӑкри сезонсемпе усӑ курнӑ. Ҫулталăк тӑватӑ сезонран тӑнӑ: ҫуркунне (ака-сухапа выльӑх-чӗрлӗхсене хире, кӗтӗве хӑваланипе ҫыхӑннӑ тапхӑр), ҫулла (утӑ ҫулнӑ, тыр-пул ҫитӗннӗ вӑхӑт), кӗркунне (авӑн ҫапнӑ, уҫӑм акнӑ тапхӑр) тата хӗл (авӑн ҫапнӑ, выльӑх-чӗрлӗхсене килте тытнӑ, ял хуҫалӑхра ӳстернӗ продукцие тирпейленӗ вӑхӑт).
Халӑх фенологи календарӗ хуҫалӑх ӗҫӗнче чӑвашсемшӗн усӑллӑ пулнӑ, анчах та вӑхӑт йĕрĕн (временная линия) шутне илсе пырас тӗллевне тивӗҫтерме пултарайман. Ҫавӑнпах пуль вӗсен ку тӗлӗшпе Тĕп Азирех йӗркеленнӗ урӑх календарь пулнӑ. Ку вӑл – авалхи 12 ҫуллӑ циклран тӑракан китай-тӗрӗк календарӗ. Унӑн кашни ҫулӗн хӑйӗн ячӗпе пӗлтерӗшӗ пур. Çак календаре, Пушкӑртри Авăркас районӗн Шланлӑ ялӗнче сыхланса юлнӑскере, чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, историкӗ В.Д. Димитриев 1962 ҫулта тупнӑ. Календарьти мӗнпур уйӑх ячӗсем ҫӗр ӗҫӗсемпе ҫыхӑнса тӑнине палӑртас килет. Сӑмахран, пуш уйӑхӗ – ҫӗр ӗҫӗнчен каннӑ, пушӑ вӑхӑт; утӑ уйӑхӗ – утӑ ҫулнӑ вӑхӑт; авӑн уйӑхӗ – авӑн ҫапнӑ вӑхӑт тата ытти те. Ҫак тӗслӗхсем чӑвашсен хуҫалӑхӗнче календарь пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине тепӗр хут ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Уявсемпе йӑла-йӗркесен календарь циклӗ чӑвашсем чӑн-чӑн ҫӗр ӗҫченӗсем пулнине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та вӗсен культуринче ҫӗр ӗҫӗ тӗп тата выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнса тӑнине ӑнланма пулӑшакан енӗсем чылай. Официаллӑ шайра православи тӗнне йышӑннине пӑхмасӑр, чӑвашсен культуринче чылай язычество тӗнӗпе ҫыхӑннӑ элементсене те тӗл пулма тивет. Ахальтен мар пуль халӑх уявӗсен календарӗнче христиан тӗнӗпе ирттерекен уявсен хушшинчех ҫӗр ӗҫĕпе, ҫут ҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йышши ритуала ирттерекен йӑла-йӗркесене тӗл пулма пулать. Пӗтӗмӗшле каласан, чӑвашсем хӑйсен мӗнпур хуҫалӑх ӗҫӗсене йӑла-йӗркесемпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗслӗхрен, вӗсен ҫӗр ӗҫӗпе тата хресченӗн хуҫалӑхне аталантарас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркисем чылай пулнӑ, каярахпа вӗсенчен нумайӑшӗ пӑрахӑҫа тухнӑ е христиан тӗнӗпе ирттерекен уявсемпе хутшӑнса кайнӑ.
Чӑвашсен йӑла-йӗрке календарӗ вӗсен авалхи уявӗпе – Сурхурипе (хӗлле хӗвел тӑнӑ вӑхӑта халалланӑ) уҫӑлать. Каярах вӑл вырӑссен ҫветкӑ уявӗн, унӑн юмӑҫӗсемпе хутӑшса христиансен Раштав уявӗпе пӗрлешсе пӗтнӗ. Ӗлӗкрех Сурхури выльӑх-чӗрлӗхсен хӳтӗлевҫине – ун сывлӑшне – пуҫ ҫапнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа уяв ячӗ те «сурӑх ырри» сӑмах ҫаврӑнӑшӗнчен пулса кайнă.
Хӗллехи уявсен циклӗ Çӑварнипе – хӗллене ӑсатса, ҫуркуннене кӗтсе илнипе – вӗҫленнӗ. Вӑл вырӑс халӑхӗн Маслениципе тӳр килет. Ҫӑварни уявӗ икӗ эрне тӑршшӗ пырать: Аслӑ тата Кӗҫӗн ҫӑварни. Христиан тӗнӗ сарӑлнӑҫем ӑна пӗр эрне хушшинче – пӗр вырсарни кунран тепӗр вырсарнине ҫитиччен – уявлама пуҫланӑ. Уявӑн юррисенче, йӑли-йӗркисенче аграрипе ҫут ҫанталӑка, хӗвеле мала хуни палӑрать.
Ҫуркуннехи уявсен циклӗнчи – Мӑнкун – «пысӑк е паллӑ кун» – православи тӗнне тытса пыракансен Пасхипе пӗр вӑхӑта килет. Авалхи чӑвашсен календарӗпе ҫак уява ҫурхи хӗвел ҫаврӑннӑ чух ирттернӗ. Язычествӑна тытӑнса тӑракан чӑвашсем Мӑнкуна юн кунах уявлама пуҫланӑ та эрнипех ирттернӗ. Ҫак уяв вилнисене аса илес («калӑм кун» – Мӑнкун умӗнхи юн кун) тата усал сывлӑша, вӗсем яракан тӗрлӗ чирсене хуса ярас (вирӗм – виръял, сӗрен – анатри чӑвашсен – Мӑнкунӑн юлашки кунӗ) йӑласенчен тӑнӑ.
Мӑнкун иртсен вырӑнти чӑвашсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене пуҫӑннӑ. Апрель уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, уй-хире тухас умӗн, вӗсем, куҫса киличченхи пекех, ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йӑла-йӗркесем туса ирттернӗ. Вӗсенчен чи палли – Акатуй. Ӗлӗк-авалтарах ку уява ака-суха умӗнчен пуҫласа ҫак ӗҫсем пӗтиччен тӗрлӗ («хире вӑрлӑх илсе тухнин», «акма пуҫланин» тата «акса пӗтернин») ритуалӗсемпе ирттернӗ.
Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене чӑвашсем чӑннипе те ҫӗре алнинчен пуҫланӑ. Ӗҫе пуҫарса яма вырсарни кун, тунти кун, кӗҫнерни кун тата шӑмат кун лайӑх кунсем шутланнӑ. Православи канонӗсемпе вырсарни кун ӗҫлеме юраман. Суха тума тухиччен арҫынсем пӳлӗхҫе пуҫ ҫапса тухӑҫлӑ тыр-пул ыйтнӑ. Пӗрремӗш хут вӗсем, никампа та тӗл пулас мар тесе, шурӑмпуҫчен тухма ӑнтӑлнӑ, мӗншӗн тесен, вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ӗҫ ӑннипе ӑнманни мӗнле – юлхав е ӗҫчен – ҫынна тӗл пулнинчен, унӑн кӑлӑкӗнчен килнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче суха тума тухас умӗн «ака ум пӑтти» туса ирттернӗ.
Ҫӗре сухаласан акма «вӑрлӑх кӑларни» йӑларан пуҫланӑ. Ӑна тума арҫынсене шаннӑ. «Ҫӗрле, тӗттӗм чухне вара шлепке ӑшне е тумтир аркипе виҫӗ вӑрлӑх чӗркесе чиксе уй-хире тухса утнӑ. Унта вӑрлӑхсене сапса тухнӑ. Йăлана пуçличчен вĕсен мунча кĕрсе таса кĕпе-йĕм тăхăнмалла пулнă» – тесе çырать О.Н. Васильченко. Ку йӑла-йӗркене тата урӑхла ҫырса кӑтартнисем те тӗл пулаҫҫӗ. «Чӑваш хресченӗсем, куҫ ӳкесрен хӑраса, ҫурҫӗр ҫитсен лаша утланса хӑйпе пӗрле хутаҫа вӑрлӑхсем, ҫӑмарта тата тырӑ ярса хире тухнӑ. Ҫӗр-аннене кӳрентерес мар тесе, лаша ҫинчен анмасӑрах алнӑ ҫӗр ҫине ҫаксене пӗтӗмпех сапаласа ывӑтнӑ, ирпе ирех вара тин ҫеҫ акма пуҫланӑ». Ку йӑлана ҫу вӗҫӗнче ыраш акас умӗн те ирттернӗ.
Ака-суха ӗҫӗсем пӗтсен «ака пӑтти» йӑлине пӑтӑпа тата сӑрапа лайӑх тыр-пул пама, ӑна сыхласа упрама ыйтса кӗлӗ вуланӑ. Пӗтӗмпех ҫак уява кил-йыш ҫыннисемпе ирттернӗ. Ритуала асӑнса ҫинĕ хыççăн юлнӑ апатпа пӗрле ҫӑмарта ҫӗр айне чавса хунипе вӗҫленӗ. Акнӑ ҫӗре пӑшӑрхантарас мар тесе, акапуҫа, мӗнпур ӗҫ хатӗрӗсене сарса хунӑ кӗрӗк ҫине вырнаçтарнă. Акмалли ӗҫсем пӗтӗмпех пӗтсен тин Акатуй – ҫӗр ӗҫ уявне тунӑ. Пушкӑрт чӑвашӗсем ӑна Сабантуй тесе те калаççĕ.
Ҫуллахи хӗвел тӑнӑ чух чӑвашсен Çинҫе (виръялсен) тата Уяв (анатрисен) вӑхӑчӗ пулнă. Ҫав кун ҫӗре чавма, утӑ ҫулма тата ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсене тума юраман. Йӑла-йӗркене пăхăнмасан, вӗсен шучӗпе, типӗ çанталăк пуҫланма пултарнӑ. Ҫинҫепе Уявра «уй чӳкне» – чӑвашсем пухнӑ укҫапа илнӗ выльӑх-чӗрлӗхе е килти хур-кайӑка пусса кӗлӗсем вуланӑ. Ӑна уй-хирте, ҫӑлкуҫ патӗнче чӳк пуҫӗпе ирттернӗ. Унта пурте хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.
Чăвашсем тыр-пул лайӑх ӳстӗр, ҫумӑр вӑхӑтлӑ ҫутӑр тата типӗ ан пуҫлантӑр тесе «ҫумӑр чӳкне» те ирттернӗ. Уява пурте шывпа сапӑннипе вӗҫленӗ. Ҫапла вара чӑвашсем пӳлӗхҫӗн кӑмӑлне ҫемҫетес тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан тӗрлӗ чӳксем тума тӑрӑшнӑ.
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Çинҫе (Уяв) йӑлисем Çимӗкпе Троица уявӗсемпе пӗр вӑхӑта килнӗ пирки пӗрле ирттерме пуҫланӑ. Ҫимӗке чӑвашсем Троица умӗнхи кӗҫнерни куннех пуҫланӑ пулсан, Троицӑна Мӑнкун иртсен ҫичӗ эрнерен уявланӑ. Ку уявсем ӳсен-тӑрансен кульчӗпе ҫыхӑннӑ. Троица умӗн ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ эмел курӑкĕсем пухса мунча кӗмелле пулнӑ.
Тыр-пул вырнипе ҫыхӑннӑ уявсен циклне Питрав кунӗ, киввипе – июнь уйӑхӗн 29 кунӗ (çĕннипе – июлĕн 12-мĕшĕ), пуҫлать. Ҫав кун ярмӑрккасем ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн вара утӑ ҫулма тухнӑ. Вырма ӗҫӗсем те «ҫурла хывни», «ҫурла ҫыхни», «ана вӑйне ҫӗклени» тата ытти йӑла-йӗркесемпе пуян.
Вырма ĕçĕпе ҫыхӑннӑ йӑласен циклӗ хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑхсенчен тӑрать. Асӑннӑ ӗҫсене вӗҫленӗ чух пӗр лаптӑкне тивмесӗр хӑварнӑ, ӑна вара кил хуҫин вырса, пӗтӗм ҫурласене пухса илмелле пулнӑ та пучахсемпе ҫыхса хумалла пулнӑ. Ҫак ҫурласене ҫыхас йӑла килес ҫул та тухӑҫлӑ пулассипе ӗмӗтленнӗ тӗллевӗпе тата ӗҫӗн малашлӑхӗ пуласне пӗлтернипе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗнӗ тыр-пул пухсан кӗркуннехи тав туса кӗл тумалли уяв циклӗсен вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Вырма ӗҫӗсем хыҫҫӑн чӑвашсем авӑн ҫапма пуҫланӑ. Нумай чух кӗлтисене типӗтме тӳр килнӗ. Чӑвашсен шучӗпе, авӑн ҫинче «авӑн кӗтӳҫҫи» – ҫак вырӑнӑн хӳтӗлевҫи – пурӑннӑ. Сыхлав ӗҫне ӑнӑҫлӑ илсе пытӑр тесе, кунта пушар тухмасса, «авӑн хуҫине» те ҫӑкӑр чӗллисем хурса тӑнӑ. Хӑш-пӗр ялсенче ӑна валли «авӑн пӑтти» тата «кил-йыш пӑтти» пӗҫернӗ. Унччен вара ҫӗнӗ тыр-пула сутма юраман.
Ял хуҫалӑх ҫулне «авӑн пӑтти», «авӑн сӑри» тата асӑнса ҫиекен «автан яшки» йӑлисем вӗҫленӗ.
Пӗтӗмӗшле каласан, Пушкӑрт чӑвашӗсем хӑйсен ӑруран ӑрӑва куҫса, сыхланса юлнӑ атмосферӑри пулӑмсене тӗпчекен пӗлÿсене, вӑхӑта шута илекен меслечӗсене пӗлсе усӑланнине, уявсемпе йӑла-йӗркесен календарь циклӗсене вӑхӑтлӑ пăхăннине пула хуҫалӑхне йӗркеллӗ илсе пынӑ.
Ирина СУХАРЕВА,
истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор.