Унта завод ĕçченĕсем валли «Чăваш тĕнчи» ятарлă выставка йĕркеленĕччĕ, Пушкăртстанри «Канаш» обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ Анатолий Ефремов чăваш халăх историйĕпе культури çинчен лекци ирттерчĕ.
Анатолий Николаевич нумай çул хушши çут ĕç ĕçне илсе пырать, куçса çÿрекен куравĕсемпе Пушкăртстан тăрăх иртнĕ, чылай Раççей регионĕсенче пулнă. Пирĕн валли вăл «Чăваш тĕнчи» экспозици хатĕрленĕччĕ. Унта XIX ĕмĕрти чăваш наци тумĕсене, халăх музыка инструменчĕсене, килти хатĕр-хĕтĕре, пиртен хатĕрленĕ ал шăллисемпе сĕтел çиттисене, хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли хушпу-тухйисене тăратнăччĕ.
Анатолий Николаевич хăйĕн калаçăвне Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен историйĕнчен, культуринчен, йăли-йĕркинчен пуçларĕ. Чăваш халăхĕ, çырулăх, литература еткерлĕхĕ мĕнле пуçланса кайни, тĕнчипе паллă наука, искусство, политика деятелĕсем çинчен пĕлтерчĕ. Чаплă ертÿçĕ, производство ĕçченĕ, ăсчах, 35 изобретенипе 12 патент авторĕ Василий Васильевич Николаев академик çинче чарăнса тăчĕ, вăл чăваш халăхĕн историйĕ, культурипе йăли-йĕрки çинчен çырнă кĕнекесен авторĕ пулнине астутарчĕ.
Лекци кăсăк та усăллă иртрĕ. Хăвăн тымарусене тĕпчесси, курни-пĕлнине çамрăк ăрăва парасси – пирĕн тĕп тĕллев. Çакăнтан Тăван çĕршыва юратасси, тăван культурăна, ентешсен йăли-йĕркисене хисеплесси, çĕршыври пур халăха пĕрлештересси пуçланать те.
Ольга ПЛОХОВА. Кумертау хули.