Акă, Пелепей хулинчи «Автонормаль» заводăн Техника çурчĕн фойи. Пĕр ушкăн тăрăшсах чăваш юррисем шăрантарать, тепĕр вырăнта, авă, ташша сĕвеççĕ. Пĕр çамрăк хĕр упраç тавра çынсем кăткă пек хĕвĕшеççĕ. Ара, унта паллă чăваш çыравçисен кĕнекисене, чăвашсен «Сансăр» ятлă ансамблĕн, паллă чăваш юрăçисен юррисене çыртарнă кассетăсемпе пластинкăсем, ытти паха япаласем сутаççĕ вĕт! «Мĕншĕн Н.Мраньккан «Емĕр сакки сарлака» томĕсене ытларах илсе килмерĕр?» – кăмăлсăрланма пăхаççĕ хăшĕсем. Шел, анчах та пуррисене çав тери йывăр тертпе тупрĕç Пелепейри чăваш общественность центрĕн хастарĕсем.
Çапла, эпĕ сире Пелепей хулинче пулса иртнĕ «Калаçар-ха, ентешсем» кану каçĕ çинчен хамăн шухăшсене пĕлтеретĕп. Пурте тарават, пурте кăмăллă, пурин пичĕсем çинче хавхалану кулли вылять. (Эх. Маттур та çав чăвашсем!) Кану каçне Шупашкартан Иван Христофоров юрăçă килсе çитни вара пурне те хавхалантарчĕ. Кам пĕлмест пулĕ унăн юррисене! Çавăнпах вăл юрланă вăхăтра залра ларакансем те тăрăшсах артиста алă çупса та, чечексем парнелесе те, юрласа пулăшса та тав турĕç. Республика тулашĕнче пурăнатпăр пулсан та, манмаççĕ пушкăрт чăвашĕсене, манмаççĕ!
Л.ТЕЛЕЙ. Пелепей хули.
«Урал сасси», 1991 çул.
Сăн ÿкерчĕкре - Лидия Михайловапа Луиза Федорова кану каçне ертсе пыракансем.