Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
18 Сентябрӗн , 13:05

Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать

АчалăхЭпĕ Пушкăртстанăн кăнтăр енчи пĕчĕк хулинче, Ишимбайра, 1971 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Ишимбай – хăтлă симĕс хула, унпа юнашар Шуратăл юхса иртет. Асăннă хулана пушкăрт нефтьне тупнă çынсем никĕсленĕ. Ачалăхри аса-илÿсенчен вăл асамлă мулпа пуян, çуллахи симĕс сулхăнпа тата илемлĕ хĕллехи пейзажсемпе илĕртекен, пысăк та туслă çемье ăшшине парнелекен хула пек асра юлнă.

Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать
Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать

Манăн аттепе анне Пушкăртстанри ялсенче çуралса ÿснĕ. Атте – Вячеслав Парфирьевич Агафонов Ишимбай районĕнчи Урман-Бишкадак ялĕнче 1942 çулта çуралнă. Анне – Валентина Егоровна Агафонова (Иванова) Çтерлĕпуçĕнче 1944 çулхине çут тĕнчене килнĕ. Вăл ача чухнех унăн çемйи Урман-Бишкадака куçса килнĕ. Çапла манăн аттепе анне пĕр ялта ÿссе çитĕннĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, пĕр шкулта вĕреннĕ.
Манăн ачалăх ытти хула ачисенни пекех иртнĕ. Чăн малтан эпĕ нефтяник ачисем валли хăпартнă ача садне çÿренĕ, унтан - шкула. Маншăн тăван хулара ачасене тĕрлĕ енчен аталанма, вĕсенчи пултарулăха тупма лайăх условисем йĕркеленĕччĕ.
Çав çулсенче ачасем валли пионерсемпе спорт керменĕсен, ÿнер шкулĕн, библиотекăсемпе вулав залĕсен алăкĕсем уçă пулнă. Хулара темиçе культура çурчĕ пурччĕ: нефтяниксен, строительсен, техниксен. Вĕсенче вара пултарулăх кружокĕсем ĕçлетчĕç. Çавăнпа уроксем хыççăнхи пушă вăхăта хамăр интерессене шута илсе йĕркелеттĕмĕр. Пур çĕртре те пире тăвансене кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илетчĕç. Кану кунĕсемпе каникулсене эпĕ асатте-асанне патĕнче ирттеретĕмччĕ. Паллах, унти пурнăç та асран кайми кăмăл-туйăмсем парнеленĕ.
Манăн тымарсем
Эпĕ чăваш ачи пулнине мĕн пĕчĕкрен пĕлнĕ. Анчах совет шкулĕнче ÿснĕ пирки çакă маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулман. Мĕншĕн тесен пирĕн класра Пушкăртстан Республикинче пурăнакан тĕрлĕ наци ачисем нумайччĕ. Шкулĕ вырăс пулнăран эпир хамăра пурте вырăссем тесе шутлаттăмăр. Маншăн тăван чĕлхе вырăс чĕлхи пулнă. Эпĕ ăна ача сачĕпе шкул çулĕсенче мана пăхса ÿстернĕ вырăс нянинчен ăша хывнă. Вулама та, çырма та эпĕ самаях хăвăрт, питĕ çăмăл вĕреннĕ. Ача садĕнчех сас паллисене, сăмахсене пĕр предложение мĕнле çыхăнтарса вуламаллине часах ăнланнă. Çавăнпа ачаранах кĕнекесем вулама юратнă.
Совет шкулĕнче ачасене туслă пурăнма вĕрентнĕ. Çакна эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех асра тытса пурăннă. Вĕрентекенсем пире мĕн тери юратнине, тимлĕх уйăрнине эпĕ нихăçан та манмăп. Çакăншăн вĕсене чунтан тав тăватăп. Тен çавăнпа та шăпа мана, кая юлса пулсан та, педагог ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарчĕ. Учитель профессийĕ унччен те, халĕ те маншăн чи хисеплисенчен пĕри шутланать. Çакăн çинчен кăшт каярах каласа парăп.

Çемье историйĕ
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, манăн аттепе анне пĕр ялта ÿссе çитĕннĕ терĕмĕр. Манра, ачасенче, мăнукăмсенче мăн асаттесен юнĕ юхнине аса илсен, эпĕ яланах çак çынсен вăйĕнчен, çирĕплĕхĕнчен, тÿсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Паянхи кунччен аннепе çывăх тăвансем пурăнакан Урман-Бишкадак ялĕн историйĕ хăйне евĕрлĕ. Çакăн çинчен кĕскен каласа парăп.
Пушкăртстан Республикинчи ытти ялсен историйĕ пекех ăна пушкăртсем никĕсленĕ. Урман-Бишкадак илемлĕ вырăнта вырнаçнă: юнашар юхан шыв, вăрман, Шихан тăвĕсем, çеçен хирсем. Атте енчи мăн асаттесем пурăннă вырăнсем çут çанталăк условийĕсем енчен начартарах пулнă. Кăнтăр Уралти хĕл условийĕсенче пурăнма çăмăл килмен. Пĕррехинче, Çтерлĕ хулинчен инçех те мар, ярмăрккара, мăн асаттесемпе çак вырăнсенче пурăннă çынсем хушшинче калаçу пуçланнă. Эпир тĕрлĕ халăх çыннисем мĕн çинчен калаçма пултарнине тавçăрма çеç пултаратпăр. Анчах пушкăрт, чăваш, тутар, вырăс халăхĕсем яланах туслă пурăннă – çакă факт. Тĕлпулу хыççăн атте енчи мăн асатте Илья йăх канашне пухнă. Шăпах унта Конон ывăлĕсенчен пĕрне (манăн асаттен пиччĕшĕ) колхозниксем шутланнă çынсене çĕнĕ вырăна куçарас ыйту пирки калаçса татăлма Калинин патне Мускава яма йышăну тунă.
Эпĕ çав çын, вăл хăйĕн халăхĕшĕн тунă пысăк ĕç çинчен шухăшланă май тĕлĕнме пăрахмастăп. Калинин патне çитмелле пулнă-çке! Çак йышăну тĕрĕс пулнине, ăна пурнăçа кĕртме ĕнентерме пĕлмелле-çке! Çапла майпа манăн йăх-несĕл представителĕсем Торатау сăрчĕпе юнашар никĕсленнĕ, пушкăрт ялĕнче паянхи кунччен чăвашсем пурăнакан Чапаев урамĕ йĕркеленнĕ. Çак çын çинчен шухăшланă май эпĕ хамра та хăюлăх, çирĕплĕх, тĕллевлĕх евĕр енсем пуррине туятăп. Шăпах вĕсем мана пурнăçра, вĕренÿре, ĕçре, социаллă пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума пулăшрĕç. Çакăншăн мăн асаттесене яланах тав тăватăп.
Ача чухнехи асăмра чăвашсен пурнăçĕпе çыхăннă коллективлă ĕç тата пĕр-пĕрне пулăшасси уйрăмах асра юлнă. Çынсем пĕрле çуртсем хăпартнă, çĕрсене сухаланă, утăпа тыр-пул пуçтарнă, паллах, пурте пĕрле туйсем вылянă, арçынсене çара ăсатнă, кĕтсе илнĕ. Тен, çавăн чухне эпĕ хамăн халăхпа çывăх, аслисене пĕр-пĕр ĕçре пулăшассинче яваплă пулнине туйса илнĕ те.
Аслисем уй-хирте е утă çулнă çĕрте ĕçленӗ чух эпир, ачасем, час-часах ялта (иккĕмĕш сыпӑкри пиччесемпе, йăмăксемпе) пĕччен юлаттăмăр. Çитĕннисене пулăшмаллине хăвăрт ăнланса илсе ачасене хам тавра мĕнле майпа пуçтарма пултарнине халĕ те ăнланса пĕтерейместĕп. Эпир выляттăмăр, ача-пăча пурнăçĕпе пурăнаттăмăр, атте-анне килессе кĕтсе килти, пахчари ансат ĕçсене пурнăçлаттăмăр. Ачасем мана итлетчĕç, эпир тавлашмастăмăрччĕ, пире вăйă-ĕçре хаваслă та интереслĕччĕ. Эпĕ часах апат пĕçерме вĕренсе çитрĕм, ывăнса таврăнакан аслисене кĕтнĕ май хаваспах апат-çимĕç хатĕрлеттĕм. Уйрăмах çÿхе икерчӗ пĕçерме юрататтăм. Ялта анне çеç çакăн пек пĕçерме пĕлетчĕ тесе калатчĕç.
Каярахпа, атте енчи йăх-несĕл тымарне тĕпченĕ май, Агафоновсен йăхĕнче çар служби иртнĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ историллĕ пулăмсене хутшăннă (Крым вăрçи, 1905 тата 1917 çулсенчи революцисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи) питĕ вăйлă та çирĕп арçынсем пулнине пĕлтĕм. Вăрçă хыççăнхи çулсенче атте енчи тăвансем тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ, Пушкăртстанăн экономикине аталантарас ĕçре тухăçлă ĕçленĕ, социаллă пурнăçа хастар хутшăннă. Асăннă лидер енĕсем, хăвна тата ытти çынсене тĕрĕс йĕркелеме пĕлни, мана ĕçре, професси сферинче пысăк пулăшу кÿчĕç.
Анне енчи йăх-несĕл Раççейре анлă сарăлнă хушаматсенчен пĕринпе - Ивановсем - çÿрет. Аннен ашшĕпе амăшĕ ырă кăмăллă çынсем пек асра юлнă. Асатте вара питĕ вăйлă та чăтăмлă тимĕрçĕ пулнă. Вĕсем вырăсла начар калаçатчĕç, эпӗ вара чăвашла пачах пĕлмен. Анчах «çăкăр», «çĕр улми» пек ансат сăмахсене, сĕтел хушшине чĕннине лайăх ăнланаттăм. Вĕсем патĕнче яланах чун ăшшине, тин çеç пĕçернĕ çăкăр, ялти сĕт тата хăйма шăршисене туяттăм.
Анне вырăс тата хĕвел анăç Европа литературине пухнăран эпĕ шкул çулĕсенчех питĕ нумай вулаттăм. Кĕнекесем вулама юратнине пурнăç тăршшĕпе упраса хăварма пултартăм. Пушкăртстанри халăхсен чĕлхисене (тăван чăваш, пушкăрт, тутар) лайăх пĕлекен аттепе анне вырăсла та питĕ илемлĕ калаçма пĕлнинчен эпĕ тĕлĕнеттĕм. Паллах, çакна вĕсенче çут çанталăк пултарулăхĕ пуррипе тата вĕсем классикăлла литературăна вĕреннипе ăнлантарса пама пулать. Анне кулленхи пурнăçра калаçнине те итлеме кăмăллăччĕ. Паянхи куншăн çав калаçу кулленхи чĕлхен тĕрĕс классикăллă пÿплевĕ çинче никĕсленнĕ йӑлари илемлĕ чĕлхе критерийĕ пулса тăрать.

Мускав тата музыка
Ман пурнăçра музыка пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнчĕ. Мăн асаттесен сăн ÿкерчĕкĕсем çине пăхнă май, эпĕ пĕр асаттен аллинче хуткупăс куратăп. Çак талант ăруран ăрăва куçса пырса мана куçнине ăнланатăп. Ялсенче чăваш юррисене мĕнле юрланине халĕ те ытараймасăр итлетĕп! Епле илемлĕ вĕсем! Чăваш халăхĕ питĕ пултаруллă-çке! Çывăх тăвансем хушшинче халăх инструменчĕсемпе вылякан, илемлĕ юрлакан çынсем нумай. Манăн тăван пичче гитарăпа, фортепианăпа выляма ăста, илтнине çăмăллăнах калама пултарать. Мана илес пулсан, мĕнле пулсан та япаласен тĕп тупсăмне тупмалла, пулса иртекен процессен законĕсене ăнланмалла. Тен, çавăнпа шăпа малтанах эпӗ наука ҫынни пулассине палăртса хунă пулмалла. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ пирки тÿрех аслă шкула вĕренме кĕме пултарнă пулин те манра юрă-кĕвĕ туртăмĕ вăйлăрах палăрнă - эпӗ профессиллĕ музыкант пулма шутларăм.
Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче пирĕн çĕршывра массăллă музыка культури «чечекленчĕ». Çĕршывра музыка шкулĕсемпе училищĕсем нумайланчĕç. Музыкант профессийĕ пысăк сумраччĕ, анчах конкурс пысăк пулнă пирки юрă-кĕвĕ училищине вĕренме кĕме ансат пулман. Çавăнпа та эпĕ вӗренме кĕмелли тĕрĕслев экзаменĕсене парас тесе тăрăшса хатĕрленнĕ, хама аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕ. Çакă та, паллах, ман çине пысăк витĕм кÿнĕ: пуçланă ĕçе вĕçне çитерме, кирек хăшне те тăрăшса пурнăçлама хăнăхтарнă.
Салават хулинчи музыка училищинче вĕреннĕ çулсене эпĕ ăшă кăмăлпа, юратса аса илетĕп. Вĕсем ман пурнăçра чи телейлĕ çулсенчен пĕрисем шутланаççĕ. Ун чухне эпир пĕтĕмпех вĕренÿпе искусствăна путнăччĕ, музыкантсем пулса тăтăмăр тесен те йăнăш пулмĕ. Эпĕ училищĕрен музыка историйĕпе теорийĕ, фортепиано енĕпе лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Çавăнтах музыка теорийĕ уйрăмĕнче юратнă дисциплинăсене (музыка теорийĕ, сольфеджио, гармони, музыка литератури) вĕрентме тытăнтăм. Çакă манăн пурнăҫăн ĕçĕ пулĕ тесе шутланăччĕ. Анчах пурнăç хистенипе малалла ăс пухма Мускава тухса кайрăм. Эпĕ çĕршывăн тĕп хулинчи аслă шкулсенчен пĕрне (М.А. Шолохов ячĕллĕ МГОПУ) музыка педагогики уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Çакă та манăн пурнăçа улăштарчĕ. Мана, музыканта, педагогика çĕннине уçрĕ, музыка çынсен пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнипе пулманнине ăнланса илме пулăшрĕ. Ун чухне эпĕ кашни çынна юрă-кĕвĕ, сассен, кăмăл-туйăмсен тĕнчипе паллаштарма, ÿнерĕн илемне кăтартма хатĕрччĕ. Тепĕр тесен, паян та манра çакă пур, анчах вăл пурнăç опытне шута илсе кăшт урăхларах палăрать.
Паянхи кун манăн ĕç стажĕ 36 çулпа танлашать, 17 çултах ĕçлеме пуçланă. Эпĕ декрет отпускĕсене те кайман, ачасем (манăн çитĕннĕ икĕ хĕр тата икĕ мăнук) çуралнă хыçççăн тÿрех вĕренÿпе ĕçе пуçăннă. Маншăн пĕр харăс тĕрлĕ юхăмсенче аталанасси хăйне евĕрлĕ пурнăç пĕрлĕхĕ пулса тăнă: çемьере те, вĕренÿре те, ĕçре те. Шăпах çакăнпа уйрăлса тăраççĕ те чăваш хĕрарӑмӗсем. Ĕмĕтсем пурнăçланнине пурнăçа тата асаттесен вăйлă тымарĕсене юратнипе те çыхăнтарма пулать.
Мускавпа çыхăннă пурнăç 30 ытла çулпа танлашать. 1998 çулта Мускаври университетран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрăм, аспирантурăна кĕтĕм. 2002 çулта педагогика наукисен кандидачĕн ученăй степеньне тивĕçес тĕллевпе кандидат диссертацине хÿтĕлерĕм. 2000 çулта СССР Сывлăх сыхлав министерствин Тăваттăмĕш Тĕп управленийĕ йĕркеленĕ ведомство садне ĕçе вырнаçрăм. Унта эпĕ малтан ачасене воспитани парас енĕпе ĕçлерĕм, каярах – ертÿçĕ пулса. Çапла манăн професси ĕç-хĕлĕ çĕршыври шкул çулчченхи вĕренÿ аталанăвĕн историйĕпе ҫыхăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Ĕçĕсен управленийĕн Медицина центрĕн, унтан РФ Президенчĕн Ĕçсен управленийĕн системинче 20 çул ытла ĕçленĕ май, эпĕ паянхи кунччен шкул çулчченхи учрежденисен ведомствин сечĕнче шкул çулчченхи вĕренÿ ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе тăрăшатăп. Вӗренÿ, ачасене воспитани парас ыйтусемпе халăх культурин никĕсĕ çинче Тăван çĕршыври вĕрентĕвĕн чи лайăх йăлисемпе килĕшÿллĕн 24 наука статйи пичетлесе кăлартăм.
Юлашки 17 çул хушшинче РФ Президенчĕн Ĕçĕсен управленийĕнчи патшалăх граждан службинче тăратăп. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, ăна çынсен тата Тăван çĕршыв умĕнчи парăма татмалли пек пурнăçлатăп. Ĕçе ачалăхра аттепе анне вĕрентнĕ пек тĕплĕн пурнăçлатăп. Пуçланине вара яланах вĕçне çитерме тăрăшатăп, унăн тухăçĕ çынсене, обществăна кирлине курсан, вăл пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлансан чунтан савăнатăп.
2023 çулта Раççей Президенчĕн Ĕçĕсен управленийĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитрĕ. Маншăн та асăннă дата пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ĕçлĕ пурнăçăн 20 çулĕ Ĕçсен управленийĕпе çыхăннă. Юбилей çулĕнче мана пысăк та сумлă награда, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп хутне, парса чысларĕç. Çакă маншăн пысăк чыс, çынсен, пирĕн Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн малалла та тухăçлă ĕçлемелле тенине пĕлтерет.
Каялла çаврăнса пăхнă май, ача чухнехи çулсем çине, эпĕ Торатау тăвĕ çине хăпарас тесе атте-аннерен вăрттăн ял ачисемпе тарнине аса илетĕп. Хама кайăк пек туяс, ту тăрринчен пуласлăх çине пăхас килетчĕ. Пирĕн мăн асаттесем те çапла тунă-çке. Вĕсем хăйсен пурнăçĕпе пире валли çул хывнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса çĕршыва сыхласа хăварнă, пире телейлĕ ачалăх парнеленĕ.
Эпĕ пĕчĕк Тăван çĕршывăмăртан аякра пурăнатăп пулин те, мана хамăн тымарсемпе, хаклă чăваш халăхĕпе шалти çыхăну тытса тăрать. 2024 çулхи июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускаври ВДНХра иртнĕ Акатуй уявне хутшăнни маншăн калама çук пысăк телей пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе мероприяти ертÿçисене чун уявĕшĕн пысăк тав!
Хаклă чăваш халăхне аталану тата ырлăх, çĕнĕ талантсем тупса палăртма, çамрăк çемьесенче сывлăхлă ачасем çуралма сунатăп.
 Татьяна СКОПЦОВА, РФ Президенчĕн
Ĕçсен управленийĕн тĕп советникĕ.

Редакцирен. Çын çут тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче пурăнсан та ăна пĕчĕк Тăван çĕршыв, ăрусен çыхăнăвĕ, хамăр халăхăн культурипе йăли-йĕрки хăй патне туртать, унра тăван халăх мăнаçлăхĕ вăранать. Çакă çулсем хутшăннă май уйрăмах палăрать. Татьяна Скопцован «Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать» материалĕнчи йĕркесем те çакнах çирĕплетеççĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать
Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать
Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать
Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать
Çулсем иртнĕçемĕн чăваш чунĕ сас парать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: