Пур хыпар та
Чăвашлăх
5 Кӑрлач , 13:00

Чăвашла вулама хăнăхаççĕ

Пишпÿлек районĕнче «Чăвашла вулани – пурнăçпа пĕр тан утни» проекта пурнăçа кĕртес ĕç малалла пырать. Ултă – вун икĕ çулхи ачасем контент хатĕрлеме вĕрентекен мастер-классене хутшăнаççĕ, чăваш авторĕсен сăввисемпе калавĕсене вуланине видео ÿкереççĕ, чăваш писателĕсемпе поэчĕсен пурнăçĕпе пултарулăхне уçса паракан мультимедийлă проектсем хатĕрлеççĕ.

Чăвашла вулама хăнăхаççĕ
Чăвашла вулама хăнăхаççĕ

Ачасем Тĕп библиотекăра проект витĕмĕпе иртекен мероприятисене те хутшăнаççĕ. Çав шута чăваш наци тумĕ пирки тĕплĕн каласа паракан «Асанне арчинчен» литература урокĕ, «Ача-пăча литературинчен пуçласа паянхи кунччен» вулав кунĕ кĕреççĕ. Ачасем хаваспах чăваш халăх çыравçин Юхма Мишшин хайлавĕсене, Раиса Сарпин сăввисемпе юмахĕсене, Валентина Чаплинан, Лидия Саринен, Юлия Силэмĕн, Юрий Сементерĕн, Светлана Асаматăн, Петĕр Яккусен тата ытти нумай-нумай сăмах ăстин сăвви-калавĕсене итлеççĕ. Çавăн пекех салон участникĕсем чăваш ача-пăча фольклорĕпе те – тупмалли юмахсемпе, хăвăрт каларăшсемпе, йăпатмăшсемпе, шÿтсемпе – паллашрĕç. Унсăр пуçне библиотека ĕçченĕсем чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентекен мастер-класс ирттерчĕç. Мастер-класс вăхăтĕнче пуçтарăннисем чăваш алă ăстин тĕнчине пуçĕпех кĕрсе ÿкрĕç. Вĕсем тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç, тĕп çĕвве – «йĕп малалла» – тума вĕренчĕç. Пур ача та илемлĕ тĕрĕ тĕрленĕ май пултарулăхпа хастарлăх кăтартрĕ.
Декабрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пишÿлек районне кĕрекен Хушăлка ял библиотекинче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пулса курчĕ. Вăл килнĕ вăхăтра пĕчĕк вулакансемпе библиотека ĕçченĕсем «Чăвашла вулани – пурнăçпа пĕр тан утни» проектпа, унăн тĕллевĕсемпе тата результачĕпе паллаштарчĕç. Республика ертÿçи проект ĕçне хутшăнакансене тăван чĕлхене упраса хăварас ĕçе тÿпе хывнăшăн, культура еткерне литература урлă сарнăшăн тав турĕ.
«Чăвашла вулани – пурнăçпа пĕр тан утни» медиа вĕрентÿпе пултарулăх лапамĕ çеç мар, ачасем хăйсен ăру-тăванлăх тымарĕсем, йăла-йĕркепе литература еткерĕ çинчен ытларах пĕлмелли вырăн та пулчĕ. Çак пуçару чăваш чĕлхине упраса хăварас тĕллеве пурнăçа кĕртнисĕр пуçне çамрăксене чăвашла вулама та хавхалантарать.
Елена ГАНИЕВА, проект тата
Пишпÿлекри тĕп библиотека ертÿçи.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: