Унта эпĕ Илпек Микулайĕн кăвак хуплашкаллă «Хура çăкăр» романне курах кайрăм. Пирĕн ялти вулавăшра вăл кивелсе самай çĕтĕлсе те пĕтнĕ ĕнтĕ – ăна вулама та йывăр. Кунта вара – ăна çĕнĕрен пичетлесе кăларнă. Мĕн тери савăнăç, туянмасăр ăçтан чăтăн-ха.
Килте эпĕ романа виçĕ кунта вуласа тухрăм. Сăнарĕсен шăписем чуна тепĕр хут хумхатса ячĕç. Ку роман култарать те, хурлантарать те, макăртать те. Илпек Микулайĕн ăста калăпланă хайлавĕ пурнăçа тĕплĕнрех те тарăнрах ăнланма пулăшать, ачалăхри самантсем куç умне тухса тăраççĕ. 45 çул каялла, эпĕ 13 çулхи хĕр ача, «Хура çăкăр» спектакле курнăччĕ. Ăна Усăллă ялĕн халăх театрĕн артисчĕсем лартнăччĕ. Селиме шăпи чуна пырса тивнĕччĕ, Шерпике юмăçран ахăлтатса култăмăр, çамрăк Тухтаршăн хурлантăмăр, Селимен ÿчĕ пĕр каçра кăвакарнине курсан вара макăртăмăр.
Романра пуяс ĕмĕтпе пурăнакан çын шăпине кăтартса панă. Тĕп сăнар, Шерккей, çăткăнлăхне пула çывăх çыннисене хĕн-асап кăтартнă, çемьесĕр тăрса юлнă. Хайлавра чăваш халăхĕн пуян йăли-йĕркине те сăнласа панă. Çинçе уявĕ умĕн кашнинех, пĕчĕк ача-и вăл, çитĕннĕ çын-и е ватă мучи-и, çичĕ хутчен шыва кĕмелле пулнă. Çак йăла ырлăх-сывлăх панă-мĕн. Кун çинчен вуласан хампа тантăш арçын ачасене аса илтĕм, вĕсем те мĕн пĕчĕкрен çичĕ хутчен шыва кĕме тăрăшатчĕç.
«Хура çăкăр» роман – нихçан кивелми хайлав. Вăл пурнăç хакне, чăн пуянлăх мĕнре пулнине ăнланма, тăван çĕре юратма, çынсене курма-пĕлме вĕрентет.
Ольга ПАТРАЕВА.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.