Пур хыпар та
Чăвашлăх
13 Апрелӗн 2025, 14:00

«Эреш» студи пайташĕсем ертÿçĕшĕн çирĕп тĕрев пулĕç

Çтерлĕ хулинче «Эреш» фольклорпа театр студи ĕçлени çинчен пирĕн вулакансем илтмен мар. Ăна мĕн йĕркеленĕренпех филологи наукисен кандидачĕ Елизавета Иванова ертсе пырать.

«Эреш» студи пайташĕсем ертÿçĕшĕн çирĕп тĕрев пулĕç
«Эреш» студи пайташĕсем ертÿçĕшĕн çирĕп тĕрев пулĕç

Студин репертуарĕнче уйрăмах халăх фольклорĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă юрă-кĕвĕ, аваллăха сăнласа паракан сюжетсем куракансен кăмăлне кайнине палăртмалла. Хальхи вăхăтра пултарулăх коллективĕн хастарĕсем Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ тĕле çĕнĕ программа хатĕрлеççĕ. Çывăх вăхăтра вĕсен пултарулăхне хак пама пулĕ.
«Эреш» фольклорпа театр студин ертÿçи Елизавета Иванова пирки уйрăм сăмах каламалла. Вăл малашне асăннă коллектива çеç мар, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмне те ертсе пырĕ. Канаш Президиумĕн кăçалхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Елизавета Ильиничнана Çтерлĕри уйрăмĕн председателĕ пулма шаннă. Маларах çак тивĕçе Нина Кобцева пултаруллă режиссер тата вĕрентекен пурнăçланă.
– Тăван чĕлхене, культурăна тата йăла-йĕркене упраса хăварас ĕçре эпир мĕнпур обществăлла пĕрлĕхсемпе тачă çыхăнса, тухăçлă ĕçлессе шанатăп. Чăваш халăхĕн аталанăвĕшĕн пĕр-пĕрин интересĕсене шута илсе, пĕр-пĕрне хисеплесе малалла пĕрле тăрăшмалла пултăр. Туслă та килĕшÿпе сывлакан йышпа çеç эпир хамăр умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултаратпăр, – тесе çырнă чăваш чачĕсенчен пĕринче ПР чăвашĕсен Канашĕн пуçлăхĕ Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ Елизавета Иванована ертÿçе çирĕплетнине пĕлтернĕ май.
Паллах, кирек мĕнле ĕçе те йышпа тусан тухăçлăрах пулнине асра тытсан, «Эреш» фольклорпа театр студин пайташĕсем хăйсен ĕртÿçине йывăрлăхра пĕччен хăвармĕç. Вĕсем Елизавета Ильиничнăшăн çирĕп тĕрев пулĕç. Çакна шанас килет.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас