Пур хыпар та
Чăвашлăх
28 Апрелӗн 2025, 14:39

Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç

Апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш поэзийĕн классикĕ, халăх мăнаçлăхĕ, Слакпуç ялĕн мухтавлă ывăлĕ Константин Иванов çуралнăранпа кăçал 135 çул çитнине халалласа район шайĕнче «Иванов вулавĕсем» илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç

Чăваш гимнази директорĕ Фидалия Молчанова, асăннă шкултах вăй хуракан Елена Петровапа районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Вера Алексеева, Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономи председателĕн çумĕ Константин Малышев тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова конкурсантсене тата пухăннисене Чăваш чĕлхи кунĕпе видеосалам хатĕрленĕ. Тăван чĕлхене юратма тата хаклама чĕнсе каланă сăмахсем, чăваш халăх гимне итлени, гимнази вĕренекенĕсен ташă-юрă номерĕсене курса киленни залра ларакансен кăмăлĕсене хăпартлантарчĕç.
Чӑвашла чуна пырса тивмелле сӑвӑ илемлӗ вулакансен, ҫав хушӑра хӑйсене чӑн-чӑн артистла тытса куракана тӗлӗнтерекенсен пултарулӑх тупӑшӑвне 30 ача хутшăнчĕ. Вĕсем – шкул çулне çитичченхи учрежденисен воспитанникĕсем, хулапа район шкулĕсенче 1-9 класс вĕренекенĕсем. Конкурсантсем Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăксене вуласа пачĕç. Жюри членĕсем вулавçăсен актер пултарулăхне, наци костюмĕ тăхăннине, сăвва тивĕçлĕ интонаципе, сасса улăштарса вуланине, темăна килĕшÿллĕ, йăнăшсăр уçса панине шута илчěç. Жюри йышне районти вĕрентÿ управленийĕн тăван чĕлхесемпе ĕçлекен специалисчĕ Светлана Гареева ертсе пычĕ.
Ачасем сăвва илемлĕ, чун-чĕре витĕр кăларса калама тăрăшрĕç. Жюри членĕсене вĕсен хушшинче чи лайăххисене суйласа илме йывăртарах та пулчĕ. Çапах та çаксем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Шкул çулне çитмен учрежденисен хушшинче
I вырăн – Алиса Габдуллина (23 № «Светлячок» ача сачĕ, ертÿçисем – Н.Ухаткина, И.Шевелева);
II вырăн – Макар Кухаренко (27 № «Рябинка» ача сачĕ, О.Салимгареева) тата Валерия Семенова (Аксаково салинчи 38№ «Золушка» ача сачĕ, Н.Ефремова).
Шăпăрлансене чăвашла уççăн, такăнмасăр, вăтанмасăр сăвă вуланăшăн Светлана Хатиповна Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

1-4 классем хушшинче
I вырăн – Макар Макаров (Метевпуç шкулĕ, вĕрентекенĕ – Н.Борисова), Александра Алексеева (Слакпуç шкулĕ, И.Николаева);
II вырăн – Алексейпе Анна Борцовсем (Пелепей хулинчи 1№ шкул, С.Игнатьева), Варвара Андреева (Слакпуç шкулĕ, И.Николаева);
III вырăн – Максим Зайцев тата Анастасия Ярабаева (Пелепей хулинчи 1№ шкул, С.Игнатьева).
Кĕçĕн класс вĕренекенĕсем вара «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕн, чăваш наци академикĕн Рудольф Павловăн аллинчен Хисеп хучĕсене илме тивĕçрĕç.

5-9 классем хушшинче
I вырăн – Аделина Масленникова (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, В.Алексеева) тата Софья Борцова (Пелепей хулинчи 1№ шкул, С.Игнатьева);
II вырăн – Вероника Андреева (Слакпуç шкулĕ, М.Трофимова), Виолетта Байтерякова (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, П.Кирилова);
III вырăн – Вениамин Алексеевпа Дарья Сидорова (Ярмулай шкулĕ, Т.Алексеева), Виталий Акимов (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, П.Кирилова).

Çак ÿсĕмри ачасене хăйсене сцена çинче чăн-чăн артист пек тытма пĕлнĕшĕн Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономи пайташĕ Владимир Матвеев Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ. Унсăр пуçне чăваш гимнази директорĕ Фидалия Молчанова Софья Борцована хĕр питĕ пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе мăй çыххи парнелерĕ.
Ытти конкурсантсене жюри тĕрлĕ номинацисенче палăртса хăварчĕ. «Иванов вулавĕсем» конкурса хутшăнса мала тухайманнисене вара сертификатсем парса хавхалантарчĕç. Пултарулăх тупăшăвĕ чăваш гимназинче вăй хуракан вĕрентекенсем асăннă пĕлÿ çурчĕн гимне юрланипе вĕçленчĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.

Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас