Тăван чĕлхе уявне халалланă семинар ĕçĕ икĕ лапамра иртрĕ. Мероприятийĕн пĕрремĕш пайне вырăнти шкулта йĕркелерĕç. Кунта сумлă хăнасемпе районти тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем, вулавăш ĕçченĕсем, шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Хисеплĕ хăнасен шутĕнче Пишпÿлек район Канашĕн председателĕ Юрий Павлов, Пишпÿлек район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов, районти чăвашсен Канашĕн председателĕ Сергей Михайлов тата ыттисем пулчĕç. Авалхи йăлапа хăнасене ырă сунса çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Уяв каçне шкул директорĕ Гюзель Газизова уçрĕ. Вăл Хушăлка шкул историйĕ, вĕрентÿ процесĕ, çитĕнĕвĕсем пирки каласа пачĕ, чăваш чĕлхине вĕренни çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ачасене чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăван чĕлхене ăша хывма пулăшакан Ираида Степанова хавхалануллăн чăваш чĕлхин хăйне евĕрлĕхĕпе пуянлăхĕ, илемĕ, тăван чĕлхене вĕрентес ĕç шкулта епле пурнăçланни, чăвашлăхпа çыхăннă йăлана кĕнĕ мероприятисем пирки каласа пачĕ.
Семинарăн пĕрремĕш пайне шкул ачисен концерчĕ вĕçлерĕ. Сцена çинчен чăвашла сăвăсемпе юрăсем янăрарĕç, ташă номерĕсем те нумай пулчĕç. Концерт номерĕсем çамрăк артистсен пултарулăхĕсене çеç мар, вĕсем Тăван çĕршыва, чĕлхене юратнине те палăртрĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекен Ангелина Герасимова таса чăваш чĕлхипе илемлĕн вуланă сăвă йĕркисем те, Михаил Ефремовпа Злата Тимофеева баянпа каласа кĕвĕсем шăрантарни те, пуçламăш тата аслă класс хĕрĕсем чăваш тумĕсем тăхăнса ( тумĕсене пуçламăш классен вĕрентекенĕ Елена Павлова çĕленĕ) сцена тăрăх утни те уява вăрахчен асра юлмалла, Хушăлка шкулĕнче ачасене чăннипех те тăван чĕлхене юратма тата хисеплеме вĕрентнине çирĕплетрĕ çеç. Концерт пăхса киленнĕ хыççăн хăнасем шкул музейĕнче пулса Хушăлка ял, шкул историйĕпе, унăн пултаруллă çыннисемпе паллашрĕç.
Мероприятийĕн иккĕмĕш пайĕ вырăнти культура çуртĕнче иртрĕ. Хăнасене çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илнĕ хыççăн фойене иртме сĕнчĕç. Кунта ĕç ветеранĕн Юлия Дмитриеван асамлă тĕррисем те, ăста алăсем çыхнă алса-чăлха та, мĕн авалтанах апат-çимĕç пĕçерес енĕпе уйрăлса тăракан кил хуçи хĕрарăмĕсем пĕçернĕ кулачăпа хуплу та, вырăнти хресченпе фермер хуçалăхĕсенче туса илекен сĕт продукцийĕ те вырăн тупнă. Акă, маскировка сечĕсем куçа лекрĕç. Хушăлкари ырă чĕреллĕ çынсем ятарлă çар операцине, СВОри ентешĕсене (вĕсем унта нумайăн) хастар пулăшаççĕ. Юнашарах «Юнармеецсен» стенчĕ вырнаçнă. Вырăнти шкулта ачасене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кун пирки вĕсен наставникĕ Николай Петров тĕплĕн каласа пачĕ.
Вырăнти вулавăш çурчĕн ертÿçи Лира Новикова библиотекăна ачасем те, аслă çулхисем те хаваспах çÿрени, вулавăш тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнса çитĕнекен ăрăвăн вулав культурине ÿстерме тăрăшни çинчен пĕлтерчĕ. Уява пурте хаваспах хутшăннă вăйă карти тата та ытларах чăвашлăх сĕмĕ кĕртрĕ. Вăл халăх туслăхне, пĕрлĕхне çирĕплетекен паллă евĕр пулчĕ.
Мероприятийĕн тĕп пайĕ вара залра иртрĕ. Ăна Хушăлка ял хутлăх администрацийĕн специалисчĕ Клара Семеновапа вырăнти клуб ертÿçи Наталья Ковальцова ертсе пычĕç. Пуçтарăннисене Пишпÿлек район Канашĕн председателĕ Юрий Павлов, районти чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов саламларĕç. Сергей Квинтильянович Канаш ятĕнчен пултаруллă чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене – Ираида Степанова (Хушăлка шкулĕ), Зинаида Тимофеева (Пăслăк шкулĕ), Наталья Николаева (Пишпÿлекри 2№ шкул), Марина Захарова (Пишпÿлек 1№ шкул) – Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Чăваш чĕлхине чунтан парăннă вĕрентекенсем куллен кун ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ. Залра ларакансем кашни учителе тăвăллăн алă çупса саламларĕç, тав турĕç.
Çавăн пекех Хушăлка ялĕнче пурăнакан Федорпа Надежда Ефимовсене, Викторпа Мария Тимофеевсене, Александрпа Галина Спиридоновсене ачисене музыка воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Çулĕ инçе тата ялта ĕç нумай пулнине пăхмасăр вĕсем ачисене Приютово поселокĕнчи ÿнер шкулне илсе çÿреççĕ.
Районти чăвашсен Канашĕн Хушăлка ялĕнче пурăнакан хастарĕ Эдуард Иванов ял историйĕпе паллаштарни те питĕ вырăнлă та усăллă пулчĕ. Хушăлка сахал мар пултаруллă çынна пурнăç парнеленĕ. Кунта Совет Союзĕн Геройĕ Константин Степанов, Анатолий Тимофеев, Валентина Борисова профессорсем, Виталий Ивановпа Игорь Петров истори наукисен кандидачĕсем, Виталий Николаев скульптор, Алексей Павиль, Александр Егоров хăй тĕллĕн вĕреннĕ поэтсем тата ыттисем çут тĕнчене килнĕ. Малалла сăмах Александр Егоров илчĕ. Вăл хăй тăван ялне, унăн çыннисене мухтаса сăвăсем вуларĕ.
Сăмах каланисем культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн номерĕсемпе улшăнса пычĕç. Илемлĕ тумĕсенче, шухă юрăсенче, ташăсенче палăракан чăвашлăх сĕмĕ чуна пырса тиврĕç.
Мероприяти çавра сĕтелпе вĕçленчĕ. Унта тăван чĕлхене вĕрентес тата упраса хăварас ыйтăва çĕклерĕç, вĕрентекенсем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Шкулсемпе чăваш пĕрлĕхĕсем темле вăй хурса ĕçлесен те чăвашлăх чи малтан килтен пуçланни пирки каларĕç. Çавăнпа та тăван чĕлхене ашшĕ-амăшĕн вĕрентмелле. Çапла майпа çеç чăваш чĕлхи сыхланса юлĕ. Çавра сĕтел тăван чĕлхепе культурăна упраса хăварас ĕçре пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тумалли лапам пулса тăчĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.