Пур хыпар та
Чăвашлăх
23 Майӑн 2025, 14:00

Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ

Пелепей хулинчи тĕп библиотекăра чăваш литературин классикĕ çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă «Константин Ивановăн сывă эткерĕ» Иванов вулавĕсем иртнĕ.

Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ

Чăваш литературинче Константин Иванов поэтăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл наци литературин никĕсне хываканĕ, чăваш халăхĕн çăмăл мар шăпин тĕслĕхĕ шутланать.

Мероприятие педагогсем, библиотекарьсемпе таврапĕлÿçĕсем, студентсемпе шкул вĕренекенĕсем хутшăннă.

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕн паллă вырăнĕсем тăрăх Алевтина Жилкина библиотекарь виртуаллă экскурси ирттернĕ. Мероприяти «Илем» чăваш фольклор ансамблĕн юрри-ташшипе тата пухăннисем чăваш поэчĕсен сăввисене вуланипе вĕçленнĕ.

«Çакăн пек чăваш литературине тĕпчекенсен тата хаклакансен тĕл пулăвĕсем наци культурине аталантарма тата упраса хăварма пулăшаççĕ», - тенĕ пĕтĕмлетсе наци литературипе таврапĕлÿ уйрăмĕн тĕп библиотекарĕ Расима Салимова.

Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Чăваш литературин классикне халалласа Иванов вулавĕсем иртнĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас