Пур хыпар та
Чăвашлăх
27 Майӑн 2025, 10:00

Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать

Чăваш поэзи çăлтăрĕн К.В. Ивановăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнă, вăл 25 çул çеç пурăннă. Анчах унăн ячĕ чăваш литературин историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Поэтăн, ÿнерçĕн, фольклористăн тата куçаруçăн пурнăçĕнчи пулăмсене аса илсен вăл 1901-1902 çулсенче Мияки районĕнчи Кекен ялĕнчи шкулта вĕреннине пĕлме пулать. Кекенсем паллă поэтăн ячĕ вĕсен ялĕпе те çыхăннине пысăка хурса хаклаççĕ, асра тытаççĕ.

Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать

Май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Константин Ивановăн 135 çулхи юбилейне халалласа Кекен çĕрĕ çинче «Шухăш çăлкуçĕ» чăваш литературин фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, çакăн йышши мероприяти республикăра пуçласа иртет. Район шайĕнче йĕркеленĕ чаплă уява хăнасем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен шутĕнче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева профессор, Кĕçтенттин Ивановăн тăванĕ Мария Иванова (Салават хули), Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов, Мияки район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Халил Махиянов, Мияки районĕнчи Культура керменĕнчи илемлĕх пайĕн директорĕн çумĕ Зинира Урманшина, методика пайĕн ертÿçи Флора Каримова, Мияки районĕнчи «Нива» тата Н.К. Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсен председателĕсем Александр Петровпа Геннадий Семенов, Мияки районĕнчи чиркÿсен настоятелĕ Тихон иеромонах пулчĕç.
Хуçасем хăнасене çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн пурте çыравçăн иртнĕ пурнăçĕпе паллашас тĕллевпе вырăнти историпе краеведени музейĕнчи экспонатсене хак пачĕç, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Мелания Никифорова интереслĕ те пуян экскурси йĕркелерĕ. Çакăн хыççăн хуçасемпе хăнасем культура çурчĕн картишĕнче вырнаçтарнă «Поэзи йывăççи» тавра пухăнчĕç (сăн ÿкерчĕкре). Кунта кашнийĕ çыравçăн пĕр-пĕр хайлавĕнчи йĕркесене саспа вуласа хурăн йывăççин турачĕ çине хăю çыхса хума пултарчĕ. Çапла майпа сăмах хăвачĕ иксĕлми пулнине палăртрĕç, хавхаланăвăн чĕрĕ символне йĕркелерĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе сумлă хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне те чечек кăшăлĕ хучĕç.
Чăваш литературин фестиваль-конкурсĕн тепĕр пайĕ культура çуртĕнче иртрĕ. Тимеш ялĕнчи вулавăшра вăй хуракан Вероника Леонтьевапа Кекенти культура çуртĕнче культорганизатор пулса тăрăшакан Зоя Шуркова ертсе пынипе пуян та илемлĕ программăллă мероприяти хатĕрленĕ. Фестивале уçма сцена çине Владимир Яковлев, Ирина Сухарева, Юрий Михайлов, Халил Махиянов, Иван Павлов тата Тимеш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рамзия Никитина тухрĕç. Рамзия Хамитовна хуçасен ирĕкĕпе усă курса сăмах илчĕ, мероприятие килме кăмăл тунă хăнасене, фестивале хутшăнакансене тата ял çыннисене историшĕн паллă кунпа саламласа пурне те тав турĕ. Вăл ачисене чăваш чĕлхине юратма вĕрентес, унпа калаçма хăнăхтарас тата культурăна явăçтарас тесе тăрăшакан çемьене асăнса хăварчĕ – Викторпа Ксения Павловсене Тимеш ял хутлăх администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Иван Павлов хăй сăмахĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен пархатарлă ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çапла районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ тата вĕрентекен учительсем Людмила Яковлевапа Татьяна Никифорова, Юрий Шурковпа Марина Павлова Мияки тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕ ятĕнчен Тав çырăвĕсене илме тивĕçрĕç.
Владимир Яковлев фестиваль-конкурсăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, чăваш поэзине мухтава кăларакана чунтан сума сунине палăртса Кекен ялĕнчи культура çуртĕнче вăй хуракан Зоя Шурковапа Зоя Ефремована ПР чăваш наципе культура автономи ертÿçин Виталий Викторовăн ятĕнчен Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.
Ирина Сухарева пархатарлă Мияки çĕрĕ çинче чылай пултаруллă та паллă çын çуралнине асăнса хăварчĕ. Çав шутра – Виталий Викторов медицина наукисен докторĕ, профессор, Василий Антонов çыравçă, Мелания Никифорова педагогика ĕçĕн ветеранĕ... Çакăн пек пысăк мероприяти ирттерес ĕçре чи малтанах пуçлăхсен, вулавăшсемпе культура çурчĕсенче ырми-канми вăй хуракансен тÿпи пысăк пулнине çирĕплетсе Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ ятĕнчен Иван Павловпа Рамзия Никитинана, Неля Тимофеевапа (Хурамал ялĕ) Мелания Никифорована (Кекен), Вероника Леонтьевапа (Тимеш) Ида Хасанована (Миякитамак) Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Унсăр пуçне Ирина Витальевна юрăç пулнă май Тимеш ял хутлăхĕн пуçлăхне хăйĕн юррисен пуххине парнелерĕ.
Юрий Михайлов чăваш литературин фестивальне республикăра пирвайхи хут йĕркеленине, вăл йăлана кĕрсе кашни пилĕк çултан иртессе шаннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ 2018 çулта В.Ивановпа М.Сафин «Истоки» кĕнеке кун çути кăтартни, унта Ивановăн йăх-несĕл йывăççипе тĕплĕн паллашма май пурри çинче чарăнса тăчĕ. Таврапĕлÿçĕсем пысăк ĕç туса ирттернĕ, Кашкăр йăхĕ Чăваш Енри Канаш округĕнчи Пайкилт ялĕнчен тухнине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Юрий Николаевич К.В. Ивановăн 135 çулхи юбилейĕ тĕлне виçĕ автор – Лидия Мавлютова (Пелепей районĕ), Нина Степанова (Авăркас районĕ) тата Мелания Никифорова (Мияки районĕ) – çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитернине те палăртса хăварчĕ.
Мияки район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Халил Махиянов «Нарспи» поэмăна чăваш кун-çулĕн энциклопедийĕпе танлаштарчĕ. Поэма урлă чăваш халăхĕн фольклорĕпе, йăли-йĕркипе, историйĕпе паллашма май пуррине палăртрĕ. Чăваш халăхĕпе çывăхрах паллашас тесен чăн малтан «Нарспи» поэмăна вуласа тухмалла терĕ. Çакăн хыççăн пушă алăпа килмен сумлă хăна Иван Павловпа Зоя Шуркована тата Зоя Ефремована Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.
Акă, мероприятие ертсе пыракансем хаклă хăнана, Константин Ивановăн çывăх тăванне Мария Иванована, сăмах пачĕç. Чайка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Салават хулинче пурăнакан Мария Иванова чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ амăшĕ енчен тăван килни çинчен каласа пачĕ. Мария Клавдиевнан кукамăшĕ, 1893 çулта çуралнă Мария Васильевна, Константин Ивановăн йăмăкĕ шутланать. М.К. Иванова поэтăн пурнăçĕпе çыхăннă япаласене, аса илÿсене типтерлĕн упрани çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăмах хаклисен шутĕнче – К.Ивановăн Евгения Васильевна йăмăкĕн аса илĕвĕсем, 1954 тата 1959 çулсенче кун çути курнă «Нарспи» поэма, ăна тĕрлĕ чĕлхепе пичетленĕ кĕнекесем.
К.В. Иванова халалланă мероприятие ахальтен фестиваль-конкурс тесе йышăнман. Мĕншĕн тесен поэтăн хайлавĕсенчи сыпăксене илемлĕ вулас текенсем тупăннă, пĕтĕмĕшле 19 заявка килнĕ. Ирина Сухарева ертсе пыракан жюри йышĕ конкурсантсен пултарулăхне икĕ ÿсĕмре хак пачĕ: 6-17 çулхисем тата 18 çултан аслăраххисем. Вулав конкурсĕ виçĕ номинаципе иртнине те палăртса хăвармалла – «Поэзи», «Декламаци» тата «Хăйсем çырнă сăвăсем». Тÿресем сăвва мĕнле вуланине, пусăмсене тĕрĕс лартнине, ăмăртакансем хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине шута илчĕç.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ: Василина Кузьминапа Артем Леонтьев, «Шăнкăрав» эстрадăпа фольклор коллективĕ тата Ангелина Михайлова 3 степень лауреачĕ пулса тăчĕç. Вĕсем Мияки районĕнчи Культура керменĕнчи илемлĕх пайĕн директорĕн çумĕн Зинира Урманшинан аллинчен Дипломсем илчĕç.
Карина Павловапа Полина Шуркова, Василиса Даниловапа Наталья Валерьевна Семенова, Анастасия Семеновапа «Туслăх» ушкăн тата Милена Антонова 2 степеньлĕ Диплома тивĕçрĕç. Вĕсене Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Владимир Яковлев чысларĕ.
Ирина Сухарева конкурсра çĕнтернĕ Виолетта Павловапа Александр Шуркова, Илья Сергеевпа Фидалия Батталована, Дарья Семеновапа Никита Горичева, «Рябинушка» вокал ушкăнĕпе Елена Арсентьевна Никитинана тата Мелания Тихоновна Никифорована Дипломсем парса тав турĕ.
Унсăр пуçне фестиваль лауреачĕсене спонсорсем, «Нива» тата Н.К. Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсен председателĕсем Александр Петровпа Геннадий Семенов, укçа-тенкĕ парса хавхалантарчĕç. Çакăншăн уйрăмах ачасен сăнĕсем телейпе çиçрĕç. Туслăх, пĕрлĕх, тăванлăх туйăмне туйса савăнчĕç пухăннисем. Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Кашни куракан хăйĕн тăван чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине хисеплесе, юратса пурăнасса шанса тĕлпулăва вĕçлерĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Чăваш поэзийĕн çăлтăрне Кекен ялĕ чыслать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас