Кăçал ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Мероприятие ПР Халăхсен туслăх çурчĕ пулăшнипе Пушкăртстанри чăваш культура обществи (председателĕ – Юрий Михайлов) йĕркелесе ирттерчĕ. Уяв учредителĕсем – Ĕпхÿ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ (председателĕ – Владимир Иванов), «Дуслык» этнокультура центрĕ (ертÿçи – Полина Демченко). Вĕсем ПР чăваш культура обществине кĕреççĕ.
«Салам» йыхравне йышăнса мероприятие республикăри Культура, Вĕрентÿ министерствисен ертÿçисем, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн, Ĕпхÿ хула администрацийĕпе обществăлла палата çурчĕн ертÿçисем килсе çитрĕç.
Фестиваль республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 1000 ытла çын пуçтарса çутă та илемлĕ пулăма çаврăнчĕ. Куракансене анлă программа, кĕвĕ номерĕсем, йăлана кĕнĕ ташă-юрăсем, çавăн пекех ташă тата юрă конкурсĕсем кĕтрĕç. Пултарулăх ăмăртăвне аслисем çеç мар, ачасем те хаваспах хутшăнчĕç. Элшей районĕнчи Ярапай ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Герасимовпа Шаран районĕнчи чăваш культура обществин председателĕн çумĕ Сергей Соловьев шăрантарнă патриотизмла юрăсем кашнин чĕрине пырса тиврĕç.
Артистсен пултарулăхне сумлă жюри пайташĕсем, çав шутра «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн ертÿçи Галина Кириллова, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн ертÿçин çумĕ Альбина Агишева, хак пачĕç.
Пуçтарăннисене саламлама тата мероприяти пĕлтерĕшне палăртма ПР Культура министерствин этнокультура аталанăвĕн тата регионсем хушшинчи хутшăнусен уйрăмĕн ертÿçи Нурлан Ганиев, Ĕпхÿ хула администрацийĕн культура управленийĕн ертÿçин çумĕ Салават Давлетшин, ПР чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Виталий Викторов килсе çитрĕç.
Фестивале нимĕç, таджик, туркмен, авар, узбек, еврей, тутар, пушкăрт, казах халăхĕсен делегацийĕсем хутшăннине те палăртма кăмăллă. Вĕсем салам сăмахĕсем вырăнне хăйсен тăван чĕлхисемпе пултарулăх номерĕсем хатĕрлесе килнĕ.
«Салам» питĕ кăмăллă иртрĕ. Кунта савăнăçлă лару-тăру, хамăр халăхăн культура еткерĕшĕн мăнаçланни хуçаланчĕ. Фестивале обществăлла пĕрлĕхсен ертÿçисем, аслă ÿсĕмрисемпе ачасем, çемьесем, чăваш культурине юратакансем пуçтарăнчĕç. Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнчен килсе çитнĕ ПР культура ĕçĕн отличникĕ Ирина Игнатьева йĕркеленĕ вăйă картине 500 ытла çын хутшăнчĕ. Кун пекки – сайра тĕл пулакан пулăм.
Конкурс вĕçленнĕ хыççăн пур участника та саламласси иртрĕ. Мероприятие хутшăнакансенчен кашниех хăйĕн чи паха енĕсене кăтартса куракансене ырă та çутă туйăм парнелерĕ. Авăркас тăрăхĕнчи «Мерчен» халăх фольклор ансамблĕн сумлă ертÿçине Николай Васильева уйрăм тав сăмахĕ каламалла. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин номинацинче пĕрремĕш вырăн йышăнса I степень лауреачĕн дипломне тивĕçрĕ.
Пысăк масштаблă мероприятие чăваш культура обществин вырăнти пĕрлĕхĕсен ертÿçисем, О.А. Иванова (Çтерлĕ хули), И.Н. Петрова (Давлекан районĕ), Е.М. Маркелова (Çтерлĕ районĕ), В.И. Фомина (Чекмагуш районĕ), Г.В. Шавалиева (Шаран районĕ), Н.П. Базарова (Ишимбай районĕ), Н.В. Ахряпова (Ĕпхÿ районĕ), Е.М. Степанова (Кармаскалă районĕ), И.Б. Корнилова (Ермеккей районĕ), З.Н. Маркова (Кумертау хули), И.В. Игнатьева (Пишпÿлек районĕ) туслă та хăвăрт ĕçленипе ирттерме май килчĕ.
Уява хамăр вăйпа, укçа-тенкĕпе йĕркелерĕмĕр пулсан та тавлашуллă ыйтусем сиксе тухмарĕç. Пурне те малтанах калаçса килĕшсе (дипломсем хатĕрлесси те, ытти йĕркелÿ ĕçĕсем те) татса патăмăр. Пелепейри «Илем» ушкăн ертÿçине Нина Никитинана, Пишпÿлекри Людмила Романована пысăкран та пысăк тав.
Шел, Федоровка районĕнчен çеç хутшăнакансем пулмарĕç.
– Кăçал «Салам» хăйĕн масштабĕпе тĕлĕнтерчĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем «вокал», «хореографи», «инструментпа каласси», «хушма ÿнер искусстви» номинацисенче тупăшрĕç. Фестиваль чăваш культурине юратакан тĕрлĕ професси тата ÿсĕм çыннисен туслăхпа пултарулăх уявĕ пулса тăчĕ.
Çавăн пек анлă мероприятие хутшăнни – хамăр пултарулăха кăтартма çеç мар, ытти пултарулăх ушкăнĕсен опычĕпе паллашма, çĕннине пĕлме май парать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Эпир «Салам-2025» конкурса йĕркелекенсене çак анлă пулăмăн пĕр пайĕ пулма май туса панăшăн чунтан тав тăватпăр. Конкурсра çĕнтерни çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать тата эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пынине кăтартать, – пĕлтерет хăй шухăшне Ĕпхÿ районĕнчи Булгаково ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Наталья Ахряпова.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Ĕпхÿ хули.