Акă, июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, районти чăвашсен Акатуйне йĕркелерĕç. Ăна Федоровка тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн хастарĕсем (ертÿçи – Анна Ремпель) пуçарнипе ирттерчĕç. Çак кун ялти культура çурчĕ умĕнчи лапамра халăх самай йышлă пухăнчĕ, ытларахăшĕ наци тумĕпе пулни савăнтарчĕ. Уява ертсе пыракан Вера Денисова культура ĕçченĕ вăйă картине тăнă хăйпултарулăх коллективĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем Федоровка районĕнчи ялсенчен (Теней, Ашкатар, Урал) çеç мар, Çтерлĕпуç тăрăхĕнчи Тетĕрпуçпа Куюргазă районĕнчи Хĕрлĕ Уралтан та килсе çитнĕ. Ун хыççăн йăла-йĕркесене пăхăнса аслисем пехил сăмахĕсем каларĕç, сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа та ĕçмепе кĕтсе илчĕç.
Уяв лапамĕ юрă-кĕвĕпе тулчĕ, вăйă карти вырăнтан хускалчĕ. Çав вăхăтра хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пухăннă халăх ятарласа хатĕрленĕ сцена патне васкарĕ.
Чăн малтанах уявăн официаллă пайне уçнă май, микрофон умне аслă ăру çыннине Нина Русакова ял хастарне тухма ыйтрĕç. Нина Николаевна пухăннă халăха самай вăрăм та тулли докладпа паллаштарчĕ. Унта вăл ялăн иртнĕ кунĕсем, паянхи ĕç тата вăрçă паттăрĕсем çинче чарăнса тăчĕ, Акатуя ăнăçлă ирттерме сунчĕ.
Ун хыççăн халăх умне Федоровка районĕнчи чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Анна Ремпель тухрĕ. Хăйĕн сăмахне вăл юрăри йĕркесемпе пуçларĕ те тăван ял сывлăшĕпе сывланăшăн савăнса чун-чĕринче мĕн пуррине куракансем патне илсе çитерме васкарĕ, кăмăла çĕклекен пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ.
– Пирĕн тăрăхра пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Чăваш халăхĕ ĕçре те, канура та пултарать. Эпĕ сире хамăн калас сăмахсемпе ытлашши тытса тăрасшăн мар, пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Районта халăх ансамблĕ ята тивĕçнĕ коллективсем саккăр, вĕсенчен виççĕшĕ чăваш ушкăнĕсем: «Ашкатар çăлкуçĕсем», «Тус-тăван» тата «Мерчен». Çакă та эпир юрра-ташша ăста пулнине çирĕплетет, – терĕ Анна Васильевна мăнаçланса.
Çавăн пекех вăл Владимир Павлов, Джонни Джаникович, Валерий Петров, Василий Михайлов, Геннадий Сергеев, Александр Русаков спонсорсене, Хĕрлĕ Уралти тата Тетĕрпуçĕнчи ансамбльсене Канаш пĕрлĕхĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Акатуй уявĕ ячĕпе саламлама микрофон умне сумлă хăнасем – Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева, Федоровка районĕнчи депутатсен Канашĕн секретарĕ Ильгам Бакиев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Пушкăртстан халăх артисчĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Махмут Фатыхов – тухрĕç. Вĕсем мероприяти программине илем кÿнипе пĕрле тивĕçлĕ чăваш хастарĕсене чысларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.
Уяв вăхăтĕнче Ашкатар ялĕнчи хисеплĕ мăшăра – Семен Васильевичпа Анна Николаевна Русаковсене (сăн ÿкерчĕкре) – çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ ятĕнчен районти ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи Полина Никифорова саламларĕ. Вĕсем алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, чунпа йăпатса пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, пурне те вĕрентсе ура çине тăратнă. Мăшăр района, тăван яла аталантарас тесе нумай тăрăшнă. Халӗ вĕсем – тивӗҫлӗ канура.
Акатуй спорт ăмăртăвĕсĕр пулмасть. Урал ялĕнчи уяв та йĕркене пăсмарĕ, мĕншĕн тесен çак вырăн паллă спортсменсемпе те пуян. Ытларах кунта скандинав уттине кăмăллаççĕ. Çавăнпа та ирхи вунă сехетре «Урал çăлкуçĕсем» çурçĕр утти ăмăрту (тепĕр чухне ăна çапла та калаççĕ) иртрĕ. Унта Ĕпхÿпе Салават, Мелеуз хулисенчи тата вырăнти спортсменсем хутшăнчĕç. Ăмăрту-фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Геннадий Данилов чăваш хастарĕ паллаштарчĕ, Акатуя малашне кашни çулах ирттерме кăмăл пуррине систерчĕ.
Кăçалхи çул Пушкăртстанра Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшмалли çул пулнине асра тытса уяв вăхăтĕнче волонтерсене те сăмах пачĕç. Ашкатар тата Урал ялĕсенчи хастарсем хăйсем фронт валли хатĕрлекен япаласен куравне йĕркеленисĕр пуçне сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, куракансене юрри-кĕввипе тыткăна илчĕç.
Паллах, уяв программине илем кÿрекеннисем пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм артистсем пулчĕç. Уралти «Мерчен», «Тус-тăван», Ашкатарти «Ашкатар çăлкуçĕсем» халăх ансамблĕсем, Тенейри «Шурăмпуç», Хĕрлĕ Уралти «Хĕрлĕ Урал пикисем», Тетĕрпуçĕнчи «Çеçпĕл» ушкăнсем, Валентина Алексеева, Елена, Михайлова, Ульяна Алексеева уйрăм юрăçсем пухăннă халăхăн кăмăлне çĕклерĕç, ташă картине тăма хавхалантарчĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.
Ытларах сăн ÿкерчĕксем - https://vk.com/album-133204963_310090698