Уявӑн тӗп сцени ҫинче кунӗпех халӑх ансамблӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем пулнă. Уяв хӑнисем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем сĕтел çи (крафтовые игры) вӑййисем выляма, чӑваш производителӗсен курав-ярмӑрккинче асӑнмалӑх сувенирсем туянма пултарнӑ. Ăстасем хӑнасене хушпу, пуканесем, управçăсем (оберег), хӑваран явса тата вĕтĕ шӑрҫаран тĕрлĕ япаласем тума вӗрентнӗ. «Паттӑрсен уҫланкинче «чӑваш наци кӗрешӗвӗн турнирне йӗркеленӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗ «Акатуй»уявӗн тӗп мероприятийӗсенчен пӗри пулса тăнă.
Акатуй «Халӑхсен туслӑхӗ» фестиваль витĕмĕпе иртрӗ. «Эпир Раҫҫей тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерекен çĕршыв пулнине тата унăн тӗрлӗ енлӗхне çирĕплетсе хамăр тӳпене хыврăмăр. Чӑвашсем – йышпа пиллĕкмĕш вырăнта тăракан наци. Уявра хамӑр халăх йӑли-йӗркисене, чӗлхепе культура пуянлӑхне кӑтартрӑмӑр» – палӑртнӑ хӑйӗн телеграм-каналӗнче Чăваш Республикин пуçлăхӗ Олег Николаев.
Мускавра иртнĕ «Акатуя» Пушкăртстанран Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи «Тус-тăван» (ертÿçи – Светлана Юдина) ансамбль хутшăнни çинчен «Урал сассин» çитес номерĕнче çырса кăларăпăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мускав хули.