Çавра сĕтеле Юрий Туринке патĕнче Илья Арсентьевич Иванов (Илле Иванов) йĕркеленĕ.
Малтанах Юрий Туринке хăйĕн Киреметĕнче (Чăваш лапамĕнче) экскурси ирттерчĕ. Кунта Раççейрен кăна мар, ытти çĕршывсенчен те курма килсе çÿреççĕ. Киремет вырăнне питĕ чаплă йĕркеленĕ. Хапхаран кĕрсен çÿллĕ Киремет юпи куçа лекет, йĕри-тавра ырă-хаяр турăсен кĕлеткисем, Пихампарăн йытти, ниме арчи, ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, чул юпасем тата ытти те. Юписене эрешлесе каснă тата Турă ячĕсене е телейлĕ пурнăç йĕркисене касса кăларса çырса хунă. Юнашарах икĕ çĕрте кăвайт хумалли вырăн: пĕрне ăшăнма, теприне хуран çакса какай шÿрпи е чÿк пăтти пĕçерме тунă. Эпир çитнĕ çĕре чÿк пăтти пиçнĕччĕ те ĕнтĕ. Кунтах, лупас айĕнче, апатланмалли вăрăм сĕтел ларать.
Аякрах мар çĕрпе, шывпа, вутпа усал-тĕселтен, чир-чĕртен тасалмалли вырăн тунă. Экскурси хыççăн киремет хапхи умне пуçтарăнсан, Ю.Туринке кĕлĕ вуларĕ те пуçтарăннисене сĕтел хушшине ларма ыйтрĕ. Чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркисем манăçа тухма пуçлани çинчен ĕçлĕ калаçу пуçланчĕ.
– Ĕлĕкрех чăваш халăхĕ пур уявсене, чÿксене, пухусене тата ыт. те кĕлĕрен пуçланă, хăйĕн Туррисенчен пулăшу, каçару ыйтнă, – терĕ Илле Иванов калаçу пуçласа.
Леонид Павлович хăйĕн çырса хатĕрленĕ тенгрианство ĕненĕвĕн кодексне ăнлантарчĕ те Юрий Туринкене парнелерĕ.
Чĕмпĕртен килнĕ Микулай Павловский хăйĕн шухăшĕсене, курни-илтнисене каласа пачĕ, авалхи йăласем çинчен астутарчĕ. Шупашкартан килнĕ Владимир Николаевич Долгов (Тимĕр Акташ) та ĕçлĕ калаçăва хутшăнса кирлĕ канашсем пачĕ. Эпир апатланса калаçса ларнă хушăра ЧНАНИ президенчĕ Евгений Евстафьевич Ерагин та салампа килсе çитрĕ. Сулхăнтарах çил вĕрнипе кил хуçи пÿртне кĕрсе ларма ыйтрĕ. Пÿртре Леонид Павлович кĕлĕ вуласа панă хыççăн калаçу малалла тăсăлчĕ.
Евгений Евстафьевич пирĕн тĕллевсем, малашнехи ĕçсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. ЧНАНИ пайташĕсене ытти регионсенче чăвашсем пурăнакан вырăнсенче упранса юлнă йăла-йĕркесем çинчен материалсем пуçтарса Ю.Туринке патĕнче пухăнса тишкерÿ тума сĕнчĕ. Туса ирттернĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе ЧНАНИ президиумĕнче паллаштарма хушрĕ.
Мударис Сафин Пушкăрт енчи чăваш ялĕсем çинчен çырнă кĕнекин ал çырăвĕпе (В.П. Ивановпа çырнă) паллаштарчĕ.
Пуçтарăннă шурсухалсем чăваш йăли-йĕркисем ĕмĕрлĕхех манăçа ан тухчăр тесен вĕсене çамрăксем патне çитермелли çинчен калаçрĕç, чăваш юррисене юрларĕç.
Шупашкар районĕнчен килнĕ Николай Андреевич Фомиряков вара çавра сĕтеле пухăннисене питĕ тĕлĕнтерчĕ. Вăл хăйĕнпе пĕр чăматан чăваш кĕвĕ инструменчĕсене илсе килнĕ: шăпăр, тĕрлĕ саслă шăхличĕсем, шăпăр какăрĕ, хÿкле, сăрлаккай тата ытти те. Пурне те хăй аллипе ăсталанă çак пуянлăха Николай Андреевич, вĕсемпе ăста выляма та пĕлет, юрлать те. Музыкçă ятарлă пĕлÿ илмен пулсан та питĕ талантлă çын. Çыхăну тытас тесен телефонĕ те пур: 8-905-029-18-26.
Çавра сĕтеле авалхи чăвашсен «Алран кайми аки-сухи» гимнĕпе (мухтав юррипе) вĕçлерĕç.
Иван ЕФИМОВ.
Чăваш Ен.