Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн 2025, 09:00

«Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех»

Чăваш халăхĕн культури пуян та хăйне евĕрлĕ. Вăл илемлĕ çепĕç чĕлхинче, наци тумĕсенче, асамлă тĕррисенче, юрри-ташшисенче палăрса тăрать. Хамăр халăхăн еткерне аталантарас, çитĕнекен ăру валли упраса хăварас ĕçре чăваш культура пĕрлĕхĕн хастарĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ.

«Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех»
«Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех»

Тÿртÿллĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Кондратьев паллă общество деятелĕ йĕркеленипе Шаран районĕнче 1998 çулта чăвашсен пĕрремĕш конференцийĕ иртнĕ. Районти чăваш культура обществин председательне Тÿртÿллĕ ялĕнчи Анатолий Егорова суйланă. Анатолий Владимирович асăннă пĕрлĕхе 2000 çулччен ертсе пынă, хастар ĕçленĕшĕн ăна Пушкăртстан Республикин Хисеп хучĕпе наградăланă.
Пĕрлĕх секретарĕн тивĕçĕсене вăрах вăхăт хушши ПР пичет тата массăллă информацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Соколова пурнăçланă. Ăна мăшăрĕ, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Геннадий Васильевич, пулăшса пынă. Çавăн пекех чăваш пĕрлĕхне аталантарас ĕçе ПР халăха вĕрентес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Даниловпа Анатолий Алексеев пысăк тÿпе хывнă.
2000 çултан пуçласа 2018 çулччен обществăн председателĕ Леонид Яковлев пулнă. Вăл – ĕç ветеранĕ. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан сферăра вăрах вăхăт хушши тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн Леонид Васильевича Пушкăртстан Республикин Хисеп хучĕпе, «Шаран районĕ умĕнчи тивĕçсемшĕн» паллăпа тата юбилейлă медальсемпе наградăланă.
2019 çултанпа пĕрлĕхе çак йĕркесен авторĕ, Галина Шавалеева (Антипова), ертсе пырать. 2019 çулта регионти отчетпа суйлав пухăвĕнче ПР чăваш культура обществин Тĕп канашĕн пайташне суйланă. Ăна Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин Хисеп хучĕпе, Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿ министерствин, муниципаллă район администрацийĕн, вĕрентÿ уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Çавăн пекех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн, республикăри халăхсен наци тата нацисем хушшинчи культурăна аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн тата ПР Культура министерствин Тав çырăвĕсемпе наградисене тивĕçнĕ.
Пĕрлĕх республикăри чăваш культура обществипе тата регионти чăвашсен Канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Шаран районĕнчи чăваш культурине тухăçлăн аталантарма Чăваш Республикинчи Муркаш районĕпе тăванлашни пулăшать. Обществăн чи хастар членĕсемпе ăру-тăванлăх йывăççине тĕпчекенсене валли виçĕ хутчен Муркаш районне экскурси йĕркелерĕмĕр. Вĕсем те пирĕн патра пулса курчĕç. Делегацие Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ, парти тата патшалăх деятелĕ Валерий Вязов ертсе пычĕ.
Кăмăл пуррисемшĕн районти чăвашсен культура пĕрлĕхĕ Шупашкар хула кунне çулсерен çул çÿрев йĕркелет.
Района тата пĕрлĕхе пулăшакансен шутĕнче çавăн пекех Николай Фомин, Альфия Фомина, Анатолий Наумов чăваш хастарĕсем пулнине палăртмалла. Чăваш культурине халăх хушшинче сарас тĕллевпе районта чăваш культурин кунĕсемпе уйăхлăхĕсене йĕркелеççĕ. Хăш-пĕр ялсенче паллă сăлтавсене пула чăвашла калаçмаççĕ пулин те вĕсем хăйсен йăли-йĕркисене манмаççĕ.
Шаран районĕнче чăвашсем Туртÿллĕ, Хурамал, Наратастă, Паскай, Виçĕ Çăл, Борисовка, Ĕрĕкмен, Петровка, Юность, Михайловка тата ытти ялсенче пысăк йышпа пурăнаççĕ. Чăваш ялĕсен йăли-йĕркисемпе историйĕсене упраса хăварас тесе пирĕн ентешсем кĕнекесем те çыраççĕ. Сăмахран, Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕн 300 çулхи юбилейĕ тĕлне «Дюртюли и дюртюлинцы за 300 лет» кĕнеке кун çути курчĕ. Унăн авторĕ – Леонид Алексеевич Федоров (Лесной).
Районта пултарулăх ушкăнĕсем – «Çăлкуç» чăваш юрă ансамблĕ (Виçĕ Çăл), «Илем» вокал ушкăнĕ (Хурамал), «Шевле» (Тÿртÿллĕ) – ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пĕрлĕх Туймазăри «Çеçпĕл» ансамблĕн ертÿçипе, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе, Мичуринск ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Ефремовапа тачă çыхăнса ĕçлет.
Чăваш культурине аталантарас тата упраса хăварас ĕçе чăваш халăх тата эстрада юррисене уйрăм юрлакансем – Андрей Назаров, Светлана Иванова, Геннадий Михайлов, Татьяна Назарова, Елена Сулейманова – хастар пурнăçлаççĕ.
Тăван чĕлхене халăх хушшинче сарас, упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата шкул çулне çитичченхи учрежденисенче Наци тумĕн кунне, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне, «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» чăвашла вуламалли куна, Иван Яковлевăн, Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Яккăвĕн çуралнă кунĕсене халалланă мероприятисем иртеççĕ. Вĕрентекенсем те, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те пĕтĕм чăвашсен кунне хастар хутшăнаççĕ.
Чăваш культура пĕрлĕхĕн пайташĕсем чăваш халăхне тата çитĕнекен ăрăва тăван чăваш чĕлхине упраса хăварас, наци чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Çавăн пекех вĕсем тата пултарулăх ушкăнĕсем район тата республика шайĕнче иртекен пур мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ, чăваш халăхĕн кулленхи пурнăçĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштараççĕ. Нумаях пулмасть «Çăлкуç» чăваш юрă ансамблĕ (ертÿçи – С.С. Галлямова) «Салам – 2025 фестиваль-конкурса хутшăнса III степень дипломне çĕнсе илчĕ. Чăваш культура обществин председателĕн çумне Андрей Соловьева вара вокал искусствин жанрне аталантарнăшăн тата çамрăксен пултарулăх ушкăнĕсене йĕркелес енĕпе хастар ĕçленĕшĕн Ĕпхÿ хулинчи Обществăлла палатăн Тав çырăвĕпе чысларĕç.
2024 çулта «Çăлкуç» чăваш юрă ушкăнĕ Бакалă ялĕнче иртнĕ IV регионсем хушшинчи фольклор ушкăнĕсен фестивалĕнче III степень дипломне, Кармаскалă районĕнчи Кĕр сăри уявĕнче Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн дипломне çĕнсе илнĕ. Конкурссене ачасем те хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсем йышăнаççĕ.
Пире ĕçе вăхăтлă та тухăçлă пурнăçлама пĕрлĕхĕн Ватсап тата Телеграм-каналри ушкăнсем пурри те пысăк пулăшу парать. Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех.
Галина ШАВАЛЕЕВА, Шаран районĕнчи чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕ.

«Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех»
«Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех»
«Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех»
«Йышра ăнланупа килĕшÿ пулсан çитĕнÿ пулатех»
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас