Пур хыпар та
Чăвашлăх
17 Июлӗн 2025, 14:00

«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç

Июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мускав хулинче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Пуçласа Акатуй уявне Мускав хулинчи ВДНХ территоринче 2015 çулхи июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Çак вăхăтран вăл йăлана кĕнĕ, ăна кашни çул ирттереççĕ.

«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç

Массăллă мероприяти «Халăх туслăхĕ» фестиваль витĕмĕпе иртнĕ. Акатуй – йăла уявĕ, ăна çур аки вĕçленнĕ хыççăн ирттереççĕ. Çак сăмах «çĕрпе акапуç туйĕ» тенине пĕлтерет.
Пысăк уяв Раççейри тата чикĕ леш енчи чăвашсене пуçтарчĕ. Унта Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Чăваш Республикинчи Культура министерстви йыхравланипе Федоровка районĕнчи Урал ял клубĕн «Тус-тăван» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Юдина, вăлах çак йĕркесен авторĕ) Пушкăртстан Республикине кăтартрĕ.
Уяв ВДНХ тĕп арккинче пуçланчĕ, пирĕн ансамбль хавас юрăпа Чăваш Ен пуçлăхне Олег Алексеевича кĕтсе илчĕ. Пирĕн купăсçă Евгений Петров такмаксем каласа çынсене хаваслантарчĕ. «Халăх туслăхĕ» фонтан умĕнче пурте вăйă картине тăрса çаврăнчĕç. Çакăнтах тĕп программа иртрĕ. Пухăннисене сцена çинчен Чăваш Енрен килнĕ эстрада тата халăх ансамблĕсен артисчĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. «Кĕрешÿ» лапамĕнче те хавас лару-тăру хуçаланчĕ. Пĕтĕмлетĕве Олег Николаев та хутшăнчĕ. Асăннă лапамра халăха хаваслă юрăсемпе савăнтарассишĕн пирĕн «Тус-тăван» ансамбль яваплăччĕ.
Уява пухăннисемпе хăнасем, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем сĕтел çи (крафтовые) вăййисене выляма, ярмăрккă-куравра чăваш производителĕсен продукцине, асăнмалăх сувенирсем туянма пултарчĕç.
Эпир хуплу, какай шÿрпи, пашалу, çуллахи десертсене хатĕрлессипе мастер-класс иртекен Раççей кухнин çуртĕнче 30 минут тăршшĕ концерт кăтартрăмăр. Ăна Полина Никифорова ăста ертсе пычĕ. Уявра Николайпа Евгений Федоровсен, Мускавра пурăнакан Нина Классенпа Наталья Манзурова ентешсене курни савăнăçлă кĕтменлĕх пулса тăчĕ. Пырса тав тăвакансем, пирĕнпе тăрса сăн ÿкерчĕк ÿкекенсем те чылайăн пулчĕç. Вĕсем хăйсене пирĕн юрă-ташăсем, илемлĕ чăваш тумĕсем килĕшнине пĕлтерчĕç.
Пирĕн çул çÿрев кăсăк та пуян иртрĕ. Эпир артистсем çеç мар, туристсем те пултăмăр. Çула май Хусан хулинче чарăнтăмăр, Хусан Кремлĕнче пулса куртăмăр, аквапаркра шыва кĕтĕмĕр. Мускаври паллă вырăнсене Хĕрлĕ площадьре, Александров садĕнчи Ĕмĕрлĕх çулăмĕ умĕнче караул улшăннине сăнама, В.Ленин мавзолейĕ патĕнче тăма май пулчĕ. Каялла таврăннă чух çĕрлехи Шупашкар хулине сăнама, «Анне-пирĕшти» монументпа мăнаçланма, Атăл хĕррипе утма пултартăмăр. Вăрах вăхăт Шупашкарта пурăннă Геннадий Дементьев хула çинчен интереслĕ информаципе паллаштарчĕ.
Мускав хулинчи ВДНХри Акатуй ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ. Пирĕн çулçÿреве йĕркелеме пулăшнă ПР регионти чăвашсен Канашĕн председателĕ пулнă Ирина Сухаревана, Федоровка районĕнчи чăвашсен Канашĕн председательне Анна Ремпеле, районти Культура çурчĕн методистне Вера Денисована, пирĕн ушкăн ертÿçине Полина Никифорована, транспортпа тивĕçтернĕ Геннадий Дементьева, вырăна ырă-сывă çитернĕ тата каялла илсе килнĕ Фанис Тляпкуловпа Руслан Абдрахимов водительсене пысăк тав тăватпăр. Пирĕн пуçарăва ырласа йĕркелÿ ĕçĕнче пулăшу кÿнĕ Федоровка районĕн пуçлăхне Венер Насретдинова, культура уйрăмĕн пуçлăхне Булат Сиразетдинова тав тăватпăр. Малашне те пĕрле ĕçлессе шанатпăр. Пире çулçÿреве ăсатса пылпа, тутлă чейпе кĕтсе илнĕ хамăр ял çыннисене те тав сăмахĕ калас килет.
Мускаври «Акатуй» хăй хăнисене сăмахпа каласа пама çук ырлăх, туслăх, çĕнĕ тĕлпулусемпе хутшăнусем парнелерĕ. Чунра хамăр халăхăн культурипе эткерлĕхĕ пуян пулни мăнаçлăх туйăмне вăратрĕ.
Светлана ЮДИНА,
«Тус-тăван» ансамбль ертÿçи.
Мускав хули.

«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
«Тус-тăван» хастарĕсем мускавсене те тĕлĕнтерчĕç
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас